Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей кунĕ – Тăван çĕршыва юратнин уявĕ

15 июня 2016 г.

Июнĕн 12-мĕшĕнче çĕршывĕпех Раççей кунне паллă турĕç. Ку – Раççей патшалăхĕн чи çамрăк уявĕсенчен пĕри. 2002 çулччен çак кун Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă кун шутланнă. Ăна РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съезчĕ 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче çирĕплетнĕ, унта Раççей Конституцийĕ тата ун саккунĕсем тĕпписем пулнине палăртнă.

Чăваш енре патшалăх уявĕн тĕп вырăнĕ Шупашкарти Хĕрлĕ площадь пулса тăнă. Унта республикăн тĕп хулинче пурăнакансем тата хăнасем 5 пин ытла çын пуçтарăннă, Раççее юратнине тата уншăн кар тăнине палăртнă.

Уява творчество коллективĕсем çĕршыв историне сăнлакан театрализациленĕ тĕрленчĕкрен пуçларĕç. Раççей Гимнне пурте пĕрле юрларĕç.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те уявпа саламланă май, Раççей кунĕ наци пĕрлĕхĕн, Раççей вăйĕн тата хăвачĕн символĕ пулнине палăртрĕ. Вăл чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевăн сăмахĕсене аса илтерчĕ, «Раççее ĕненĕр, ăна юратăр, ун чухне вăл сирĕншĕн анне пулса тăрĕ».

«Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ паян та çухалман. Мĕншĕн тесен Чăваш ен халăхĕ хăйĕн йăлисене упрать, Тăван çĕршыва юратать», – терĕ Михаил Игнатьев.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Раççей кунĕнче Раççей паспорчĕсене чыслă лару-тăрура параççĕ. Кăçал та çапла пулчĕ. Шупашкарта гражданинăн тĕп документне Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн аллинчен тăхăр çамрăк илчĕç. Чаплă пулăма Раççей Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен Комитет председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та хутшăнчĕç.

Пухăннисене саламланă май, Леонид Черкесов уявра çамрăксем нумаййăн пулнине ырласа палăртрĕ. «Раççей кунĕ – пирĕн çĕршывăн тĕп уявĕ, вăл пурне те пĕрлештерет, ватти-вĕттисене, тĕрлĕ наци тата тĕрлĕ тĕн çыннисене», – терĕ вăл.

«Ку Раççее юратакансен, ĕненекенсен тата пурнăçне Раççейпе çыхăнтаракансен уявĕ. Чи малтанах, ман шутпа, вăл çамрăксемшĕн питĕ кирлĕ. Вĕсем историне,  Раççее çĕкленĕ ашшĕ-аслашшĕсемпе мухтанма тивĕç», – палăртрĕ Леонид Черкесов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика