15 июня 2016 г.
Пĕтĕмлетÿллĕ патшалăх аттестацийĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсем паллă.
9-мĕш класран вĕренсе тухакансемшĕн вăл е ку предметпа пĕлĕве тĕрĕслес тапхăр май уйăхĕн 26-мĕшĕнче пуçланчĕ.
Математикăпа экзамен 387 ача тытнă. «Пиллĕклĕх» çыраканĕсем 87-ĕн, «тăваттăлăх» – 245-ĕн, «виççĕлĕх» – 37-ĕн. 18 ачан патшалăх экзаменне тепĕр хут çырма тивет.
Хими предметне 54 вĕренекен суйласа илнĕ. Вĕсенчен 11-шĕн «5». Предмета лайăх пĕлекенсем Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш, Санарпуçĕнчи тата Кÿстÿмĕрти шкулсенче пĕлÿ илнĕ. «4» илекенсем 27-ĕн, «3»-лисем – 13. Виçĕ ача кирлĕ чухлĕ балл пухайман.
Обществознание суйласа илнĕ 240 ачаран 12-шĕн кăна «5». Вĕсем – Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Аçăмçырминчи, Малти Ишекри, Кÿстÿмĕрти, Кĕçĕн Кипекри шкулсенчен. 115-шĕн – «4», 91-шĕн – «3». 22-ĕн экзамен тытайман.
Акăлчан чĕлхипе экзамен улттăн тытнă. Икĕ ачан, Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсен, – «пиллĕк», виççĕшĕн – «тăваттă», пĕр ачан – «виççĕ».
С.СВЕТЛОВА.