Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ

15 июня 2016 г.

Туçи Мăратри шкул ир-ирех ача-пăча сассипе тулнă. Сывлăха çирĕплетекен «Радуга» лагерьте кун каллех вĕрентÿллĕ, ăса хывăнмалла иртет.

Кăçал лагере кĕçĕн классенчи 23 ача çÿрет. Лия Угловапа Людмила Кустина воспитательсем вĕсемпе кунсеренех тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Кĕçĕннисене уйрăмах профессисем çинчен калаçусем килĕшеççĕ. Ку енĕпе вĕсем хальтерех кăна кинофильм пăхнă.

Паллах, ачасемпе калаçусем ытларах профилактика тĕллевлĕ. Вут-çулăмран асăрханасси, çулсем, шывсем çинче харпăр-хăйне тытма пĕлмелли тата ытти пирки калаçаççĕ.

Ираида Малова физкультурник лагере çÿрекенсемпе куллен тĕрлĕ вăйăсем ирттерет. Ачасене хăйсене те уçă сывлăшра выляни ытларах килĕшет.

Лагерь ĕç-хĕлне ун пуçлăхĕ Эльвира Лукина йĕркелесе пырать.

Ку шкулта маларах палаткăллă лагерь те ĕçленĕ.

Районти ытти шкулсенче те лагерь пурнăçĕ кăсăклă. Аçăмçырминче акă вăл конструировани тата роботсем ăсталама вĕрентес тĕллевлĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкулта ачасем сывлăш çĕленĕсене ăсталас механизмпа паллашнă тата ыт. те.

Пĕтĕмпе районĕпе шкулсем çумĕнче 22 лагерь ĕçлет. Вĕсенче 973 ача канать, сывлăха çирĕплетет. Кăçал ку тĕллевпе пĕтĕмĕшле 4097,68 пин тенкĕ уйăрнă. Вăл шутран 2300 пин тенки – хула тулашĕнчи лагерьсене путевкăсем туянма.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика