15 июня 2016 г.
Ветеринари ĕçченĕсем кашни уйăхрах сĕтри белок, çу шайне тата ĕнесем маститпа чирленине тĕрĕслесе тăраççĕ. Куншăн килти хушма хуçалăх тытакансен укçа тÿлес пулать, мĕншĕн тесен тĕрĕслемелли хатĕрсемшĕн ветучрежденин те нухрат кăларса хумалла. Сĕте турттаракансем кашни уйăхрах ветсправка е ветсвидетельство илеççĕ. Çак документсемсĕр сĕтпе суту-илÿ тума юрамасть.
Выльăх-чĕрлĕх чирлемесĕр пулмасть. Тепĕр чухне вăл-ку амака çийĕнчех асăрхама май çук. Çавăнпа ветслужба ĕçченĕсем çуркунне, кĕркунне ĕне выльăхăнне юн илеççĕ, уколсем тăваççĕ. Лейкоз, бруцеллез, туберкулез – ерекен чирсем. Çилĕ шыççипе чирлекен ĕнесене те тепĕр чухне сыватса çитерме май çук. Çавăнпа чирлĕ выльăхсене килте тытмалла мар. Хăш-пĕр кил хуçисем вĕсене аш-какай комбинатне кайса параççĕ, теприсем усламçăсене сутаççĕ. Лешĕсем вара чирлĕ выльăхах тупăшлă вырнаçтарма ăс çитереççĕ. Асăрхануллă пулмалла. Выльăх-чĕрлĕх туяннă чухне ветеринари справкине ыйтас пулать. Ку йăнăш утăмран пулăшĕ.
Борис Леонтьев,
Кăмашри ветучастокăн ветеринари врачĕ.