15 июня 2016 г.
Зинаида Вазанова воспитательница ку таранччен миçе ачана ăс паман-ши? Вăл педагогика ĕçне кÿлĕннĕренпе 35 çул çитрĕ. Чăннипех те талантлă çын. Зинаида Васильевна кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлет çеç мар, пултарулăха асăрхасан аталантарма та пулăшать. Мĕн чухлĕ «роль» выляман-ши ялта? Сасси уçă пулнăран тата артистăн хăш-пĕр енĕсем пуртан ачасене те, ашшĕпе амăшĕсене те час-часах савăнтарать. Пултаруллăскер ÿкерме, çыхма хастар. Ачасене те çак ĕçсене явăçтарать. Ун патĕнче ăс пухакансем тĕрлĕ конкурссенче палăраççĕ. Вăл хăй те «Çулталăкри чи лайăх воспитатель» конкурса хутшăнса ăсталăха кăтартнă. Ялти общество пурнăçĕнче те активлă.
Зинаида Васильевна хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, çавăнпа ачасемпе пĕрлех аслисене те савăнăç парнелеме пĕлет.
Раиса ПОЗИНОВА.