15 июня 2016 г.
Ĕлĕкренех çураки вĕçленсен хресчен çулталăкра пĕрре килекен Акатуя хатĕрленнĕ. Эпир, ачасем, кĕтнĕ кун çитсен ятарласа колхоз уйăрнă машинăпа ирех кайма тăрăшаттăмăр.
Мĕншĕн тесен ыттисенчен маларах çитмесен пылак шыв юлмасан та пултаратчĕ тата карусель ярăнма черет пуçтарăнатчĕ, концерт курма та тенкел çитместчĕ. Халăх хĕвĕшетчĕ. Каруселĕ çинче параппанне çапатчĕç, купăсне янраттаратчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, чăн-чăн Акатуйччĕ. Сцена çинче кашни организаци ертÿçи тата пĕрлештернĕ хорĕ. Вăрнарта пурăнакан тăвансем эрне малтан хăнана чĕннĕ, урампа пыран пулсан, кашни уçă кантăкран хăна-вĕрле юрлани, хаваслăн калаçни илтĕнсе тăнă пулсан, халĕ вара йăлт урăхла, тĕл пулсан «хăнана кĕрсе тух» текен те çук, мĕншĕн тесен хăйсем те Акатуйра çук.
Йăлтах асăмра çеç юлчĕ. Шел те, халĕ кашни çул Акатуй уявĕ шĕвелсех пырать. Ял тăрăхĕсен палаткисенче тĕрлĕ ал ĕçĕ, ăна вĕсем ятарласа çынсене кăтартма илсе тухнă. Сцена çинчи коллективсене пăхма кăмăллă. Хамăрăн ĕçтешсене чыслани мĕне тăрать. «Акатуя кайма укçа кирлĕ, икĕ алла тăратса каяймастăн», – текенсем те тупăнчĕç. Эп кăçал та пурпĕр юлмарăм, çынсене куртăм, темĕн тĕрлĕ алĕç выставкипе паллашрăм, концертпа килентĕм. Уявра чунтан савăнтăм.
Анна ПЕСКОВА.