15 июня 2016 г.
Пайăк ялĕнче пурăнакан Мария Никандровна Семенова хăйĕн ĕмĕрĕнче хура-шурне сахал мар курнă. Йывăрлăхсем çирĕплĕхе туптама пулăшнă. Вăл халĕ 90-ра. Апла пулин те чун ăшшине, ырă кăмăллăха çухатман. Ку ялта çуралса ÿснĕ. Çичĕ класс вĕреннипех çырлахма тивнĕ. ,çлемесĕр никам та çăкăр çитермест. Çавăнпа тăван колхоз уй-хирĕнче пиçĕхнĕ. Çамрăк пулин те аслисенчен юлман, бригадир мĕн хушнине чун ыйтнă пек пурнăçланă. «Ку ĕç çăмăл мар, килтен тухмастăп», – тесе нихăçан та каламан. Çапла, колхоз уй-хирĕнче куллен тар кăларнă, кану мĕнне те пĕлмен. Кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçлесен те тулăх пурнăçпа пурăнман. Хĕр шутне кĕрсен ял каччине Николая качча тухнă. Унпа ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. Шел пулин те вĕсенчен пĕри те халĕ юнашар çук, пурте çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Мăшăрне пытарни те темиçе çул. Паян пĕчченех Пайăкри Мария Семенова. Юрать-ха ăна мăнукĕсем пăрахмаççĕ, килсе çÿреççĕ. Кÿршисем те ăна сăнаса тăраççĕ, тунсăха кĕрсе ÿкме памаççĕ.
Мĕнех тăвăн, вăхăт малаллах шăвать, çавăнпа пĕрлех ĕмĕр иртсе пырать. Мария Никандровна çулсем кайнишĕн кулянмасть, ачисемпе мăшăрне çак пурнăçра тек курма май пулманнишĕн вара хуйхăрать. Иртнине, паллах, каялла тавăраймăн.
Юрий КОРНИЛОВ.