Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тĕп пуянлăх

15 июня 2016 г.

Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен комитечĕн специалисчĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тухăçлăрах усă курассишĕн йышăннă мероприятисене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслессипе районсенче пулаççĕ. Мĕн авалтанах пирĕн енре çĕр пысăк хисепре пулнине палăртмалла. «Çĕр хуçасăр хăр тăлăх пекех» тени паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман кăна мар, унăн актуаллăхĕ те самай ÿсрĕ. Анчахрах Вăрнар тăрăхĕнче пултăмăр, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пăхса тухрăмăр. Тăхăр çĕр лаптăкĕнчен çиччĕшĕнче хальхи вăхăтра аренда правипе усă кураççĕ, ял хуçалăх производствине йĕркелесе пырас тĕлĕшпе илнĕ. Икĕ çĕр лаптăкне вара Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕпе ветеринари станцине яланлăхах усă курма панă. Тĕрĕслев пур çĕр лаптăкĕпе те туллин усă курнине кăтартса пачĕ.

Аса илтересшĕн, РФ Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне янă çырăвĕнче пусăмласах çапла палăртрĕ, «Миллион-миллион гектар çĕре пусă çаврăнăшне тавăрмалла. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемен хуçасенчен ял хуçалăх çĕрĕсене туртса илме, кам ĕçлесшĕн – çавсене лаптăксене аукцион урлă сутма сĕнетĕп».

Ирина ХУРАСЬКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика