15 июня 2016 г.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче мотоблоксем хутшăннипе икĕ çул-йĕр инкекĕ çырăннă, икĕ çын аманнă
Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем çул-йĕр правилисене пăснăшăн 10 мотоблок водительне административлă явап тыттарнă, вăл шутра иккĕшне – транспорт умне ÿсĕрле ларнăшăн.
Раççей законодательствипе, урапа кăкарнă мотоблокпа пурте усă курмалли çулпа çÿреме юрамасть. Унпа тиеве хытă çул тăрăх вăрăмах мар çулпа çеç турттарма юрать, заводсен территоринче е хушма хуçалăх лаптăкĕсенче.
Енчен те урапа кăкарнă мотоблок хуçи çул-йĕр правилисем ыйтнине, светофор сигналĕсене, паллăсемпе разметкăсене пăхăнмасан ăна административлă явап кĕтет. Должноçри çынсем ыйтнипе унăн алкоголь ĕçнине тĕрĕслеттерме тивет.
Урапа кăкарнă мотоблок транспорт хатĕрĕ шутланать. Çавна май водителĕн ун умне ÿсĕрле е тимлĕхе çухаттаракан эмелсем ĕçнĕ хыççăн, ывăнсан ларма юрамасть. Тапранса кайнă, çаврăннă тата чарăннă чух, çутă сигналĕсем çук е юсавсăр пулсан, унăн алă çĕклесе пĕлтермелле. Маневрсем тунă чух ыттисене чăрмав кÿмессине асра тытмалла. Хăвăртлăха сехетре 40 километртан ирттермелле мар. Тĕттĕм вăхăтра прицеплă транспортсен габарит çутисене çутмалла. Мотоблок урапи çинче çынсене лартса çÿрени хăрушă.
Геннадий КАЗЫКИН,
полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.