08 июня 2016 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра паян халăха социаллă пулăшу парассипе эффективлă тытăм туса хунине палăртать. Унăн тĕп енĕсем – инвалидсене, ветерансене, ытти категорири граждансене хÿтĕлеве илесси – патшалăх ĕçĕн приоритетлă тĕллевĕ пулнă та, пулаççĕ те.
Районта социаллă тивĕçтерÿсем парассипе ятарлă службăсем ĕçлеççĕ. Халăха социаллă пулăшу паракан районти пайĕ ватă çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе, ветерансен, инвалидсен, ватă çынсен, нумай ачаллă çемьесен социаллă гарантийĕсене сыхласа хăварассипе тимлет. Май уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне уйăхсерен укçа тÿлевĕ илессипе учетра ял ĕçченĕсем 1389-ăн, ĕç ветеранĕсем 3170-ĕн, стажпа ĕç ветеранĕсем 1271-ĕн, тыл ĕçченĕсем 157-ĕн, таса ята тавăрнисем 36-ăн, вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем 41-ĕн, салтаксен тăлăх арăмĕсем 158-ăн, пĕтĕмĕшле чирпе инвалида тухнисем 2311-ĕн, уйăхсерен ача пособине илсе тăракансем 1870-ĕн, чернобылецсем 21-ĕн шутланаççĕ. Мĕнпурĕ, пай урлă федераллă тата регионти тÿлевсене илсе тăракансем – 10 пин ытла çын.
Çемьесене, ачасене, амăшĕсене хÿтĕлесси тимлĕхре. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта нумай ачаллă 585 çемье. Пай уйăхсерен опекунсене, усрав ашшĕ-амăшĕсене, ĕçсĕр хĕрарăмсене вăхăтра пулăшу парать.
Чăваш Республикин амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене пĕтĕмĕшле 370 çемьене панă. Виççĕмĕш е хыççăнхи ачасем çуралнăшăн Чăваш Республикин саккунĕпе 267 çын уйăхсерен пособи илсе тăрать.
Халăха социаллă тивĕçтерÿ паракан Вăрнарти центр пурнăç йывăрлăхĕсене лекнĕ ватăсемпе инвалидсене килти пулăшу парать, Çавалкасри ватăсем вăхăтлăха пурăнакан уйрăма тытса тăрать. 178 çын çумне 135 социаллă ĕçчене çирĕплетнĕ. Вăрнарти Галина Лапшинана тата Наталия Архипована, Енĕшри Екатерина Игнатьевана, Ярмушкари Владимир Муракова, ыттисене ырă сăмах калас килет. Вĕсем ватă, чирлĕ çынсене чĕререн пăхса-асăрхаса тăраççĕ.
Çавалкасри ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăх пурăнакан уйрăм 2001 çултанпа ĕçлет. Хальхи вăхăтра кунта 20-ĕн кил ăшшине тупнă. Условисем лайăх. Пĕлтĕр кунта пысăк юсав ĕçĕсем иртрĕç. Нумай ветераншăн вăл иккĕмĕш кил пулса тăнă. Кунти ĕçченсем те: Ираида Мокшина заведующи, Татьяна Михайлова, Ираида Владимирова, Людмила Данилова, Галина Константинова ыркăмăллăхпа палăраççĕ.
Центра Людмила Валерьяновна Николаева ăнăçлă ертсе пырать. Ку сферăра вăл 1997 çултанпах, çавăнпа та социаллă тивĕçтерÿ ыйтăвĕсене тĕпрен пĕлет.
Калининăри психоневрологи интерначĕ аслă ÿсĕмри çынсене (55–60) тата 18 çултан аслăрах I тата II ушкăнри инвалидсене социаллă пулăшупа тивĕçтерет. Паянхи куна ăс-тăн тата нерв тытăмĕн чирĕсемпе аптăракан 285 сусăр çын пурăнать. Вĕсене ĕç урлă сиплессине аван йĕркеленĕ: инвалидсем çĕлессипе, çыхассипе, йывăçран касса кăларассипе, хутран тĕрлĕ япаласем ăсталассипе тимлеççĕ. Интернат ертÿçи – Сергей Кузьмин.
Социаллă ĕçчен сăваплă миссие пурнăçлать, хÿтлĕхсĕр çынсене пурнăç савăнăçне тупма пулăшать.
Ирина СМОЛИНА,
халăха социаллă пулăшу паракан районти пай пуçлăхĕ.