08 июня 2016 г.
Раççей киновĕн тата Ĕç çыннин çулталăкĕсене халалланă Акатуй сасси кăçал та кăнтăр иртичченех хаваслăн янăрарĕ
Района килсе çитнĕ пысăк хăнасене: Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрне Сергей Павлова, ял хуçалăх министрĕн заместительне Александр Жукова, республикăри муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн правленийĕн председательне, Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова, ыттисене чăвашсен аваллăх уявĕ темле асамлăхпа тыткăнлани тÿрех сисĕнчĕ. Районти культурăпа кану центрĕ çывăхĕнче ÿссе ларнă «Маçтăрсен хулипе» вĕсем питех кăсăкланса паллашрĕç. Курав-хулара кашни ял поселенийĕнчи ал ăстисен ĕçĕсем вырăн тупнă: чăваш тĕррисем аякран ялкăшса илĕртеççĕ, наци тумĕсем тăхăннă арçынсемпе хĕрарăмсем юрлакан юрăсем, тĕрлĕ инструментсем кăларакан кĕвĕсем аякка юхаççĕ, йывăçран касса кăларнă, авса çыхнă, ытти эрешлĕ япаласенчен куçа илейместĕн...
Кăçалхи символла çулсене халалланă номерсем уйрăмах тыткăнларĕç. Шĕнер-ишексем ак «Кавказская пленница» фильмри сыпăка, аçăмçырмисем «А зори здесь тихие» кинори ташша, мăн-турхансем «Красная шапочка» юмахри, упнерсем «Белое солнце пустыни» фильмри сценăсене кăтартрĕç.
– Акатуй – ăруран ăрăва куçакан уяв çеç мар, ялпа хулана таччăн çыхăнтаракан символ та, – палăртрĕ Сергей Павлов министр этнокультура хуçалăхĕсем «витĕр» тухнă май.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев кăçал аграрисем çуракие ăнăçлă вĕçленине палăртрĕ. Тĕш-тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене планпа пăхнинчен ытларах акса хăварнă, çуртрисем те, кĕр тыррисем те парка ÿсĕмĕпе савăнтараççĕ. Ырă тĕслĕхлисен шучĕпе Леонид Григорьевич «Санары», Карл Маркс ячĕллĕ, «Луч», «Мураты», «Янгорчино», аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕсене, уйрăм фермер хуçалăхĕсене асăнчĕ. «Хамăр тăрăшсан, çанталăкĕ парсан кăçал та тупăшлă пулăпăр», – терĕ вăл.
Экономикăн ытти отраслĕнче ĕçлекенсен ячĕпе те ырă сăмах янăрарĕ. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Чăвашкабельмет» акционерсен хупă обществи тата ыттисем те.
Леонид Николаев ытти сферăри çитĕнÿсене те хăвармарĕ. Шкулсенче палăртнă юсав ĕçĕсем, строительствăра пурнăçланакан программăсем çинче чарăнса тăчĕ. «Пĕр шухăшлă пулсан, пĕрле ĕçлесен кăна пысăк çитĕнÿсем тума пултаратпăр», – терĕ вăл.
Район вĕсенче ĕçлекенсен тивлечĕпе, мухтавлă ĕçĕпе çĕкленет. Ахальтен мар ĕнтĕ Акапа Суха туйĕнче хисепе тивĕçлисем 50 ытла çын пулчĕ. Уяв ялавне çĕр ĕçĕнче чи кăтартуллă тимлекенсем çĕклерĕç: аш-какай комбиначĕн выльăх-чĕрлĕх комплексĕн тракторист-машинисчĕ Юрий Сорокин тата К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн бригадир-кладовщикĕ Надежда Афанасьева.
– Вăрнар районĕ малтисен йышĕнче. Республикăри 32 миллиардник-предприятирен виççĕшĕ кунта вырнаçнă. Ял хуçалăхĕнче те çитĕнÿсем пур. Вăрнар тăрăхĕнчи хуçалăхсемпе ытти район аграрийĕсем танлашма ăнтăлаççĕ. Анчах вĕсен тата вăйлăрах аталанма майсем пур, пĕтĕм вăя хывмалла çеç, – терĕ Сергей Павлов министр хамăр ентешсене саламланă май.
– Вăрнар çĕрĕ хăйĕн ĕçченĕсемпе мухтантăр. Уяв пĕтĕмлетÿсем тума кăна мар, пĕтĕм халăха пĕрлешме май парать, – хушса каларĕ Леонид Черкесов.
Тухса калакансем, саламлакансем йышлăн пулчĕç: Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Александр Жуков, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников, вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн председателĕ Андрей Суварин, ыттисем.
Уяв ăшă сăмахсемпе, юрă-ташăпа кăна мар, наградăсемпе те çав тери тулăх пулчĕ. Чи пысăк чыса – Раççей çыхăну, массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине пирĕн ĕçтеш Ирина Яковлева журналист тивĕçрĕ.
Аш-какай комбиначĕн механизаторне Юрий Скворцова, «Луч» хуçалăх ертÿçине Вячеслав Ижелеева тата Çавалкас ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне Ольга Углована Чăваш ен Пуçлăхĕн Тавĕпе чысларĕç.
Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин грамотине «Гидроресурс» учрежденин тĕп инженерне Владимир Леонтьева пачĕç.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене илнисем çиччĕн: Екатерина Кузьмина бухгалтер – «Хорнзор», Нина Петрова лаборант – хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ, Зинаида Павлова тĕп бухгалтер – К.Маркс ячĕллĕ, Анатолий Аверкин тракторист – «Агрохмель», Василий Тихонов тракторист – В.Димитриева фермер хуçалăхĕ, Александр Александров тракторист-машинист – аш-какай комбиначĕ, Петр Краснов – «Мураты».
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн чысне ытларах культура сферинче тимлекенсем илчĕç: Любовь Кадыкова – тĕп библиотека, Надежда Михайлова – Хирпуç ял библиотекарĕ, Елена Сухарева тата Зоя Попова – ÿнер шкулĕ. Аш-какай комбиначĕн директорĕн çумĕ Алексей Степанов та, кăлпасси цехĕн ĕçченĕ Ирина Солина та çак шайри наградăнах тивĕçрĕç.
,çпе чапа тухнă вун-вун çын, район грамотине тивĕçнĕскерсем, тĕп сценăна йышăнчĕç.
Культурăпа кану паркĕ çийĕн таврана хаваслă юрă-кĕвĕ юхрĕ. Çав вăхăтрах спорт площадкисенче хĕрÿ тупăшу пычĕ. Кавир çинче паллă кĕрешÿçĕсем кăтартуллă тытăçусем йĕркелерĕç. Тĕп парнене – качака такисене – Никита Львов, Пăваялĕнчи Сергей Кириллов тата Санарпуçĕнчи Антон Федоров çĕнсе илчĕç.
Юнашарах алă вăйне виçессипе, кире пуканĕ çĕклессипе, волейбол енĕпе ăмăртусем пычĕç. Санарпуçĕнче футбол тусĕсем Акатуй Кубокне выляса илессишĕн çурма финалта тупăшрĕç.
Ача-пăчашăн та савăнăç пулчĕ. Вĕсем валли тĕрлĕ аттракцион ĕçлерĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.