08 июня 2016 г.
Ыран, июнĕн 9-мĕшĕнче, çĕршыври пиншер çын Совет çарĕсен Германири ушкăнĕн кунне паллă тăвать
Вăрçă хыççăн Совет çарĕсем Германире, Чехословакире, Венгрире тата Польшăра мире сыхлас енĕпе тăрăшман пулсан тĕнчере мĕнле самана хуçаланнă пулĕччĕ-ши; Ку ушкăнра Тăван çĕршывăн чи тивĕçлĕ ывăлĕсем тăнă, вĕсем нимĕнле йывăрлăхран та хăраман, хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Ушкăна йĕркеленĕренпе унта çĕршыври 8,5 млн çын службăра тăнă, вăл шутран 108 пинĕшĕ – Чăваш енрен.
Пирĕн республикăра Совет çарĕсен Германири ушкăнĕн ветеранĕсен ассоциацине Геннадий Кошкин пуçарнипе 2013 çулта йĕркеленĕ. Вăхăт нумай иртмен пулин те ăна çирĕплетес тĕллевпе сахал мар ĕç тунă, халĕ ку йышра 1150 çын тăрать. Районсенче вырăнти уйрăмсем ĕçлеççĕ.
Пирĕн районта вăл 2014 çулта ĕçлеме пуçларĕ. Анчах та ГСВГ-н Чăваш енри ветеранĕсен юхăмĕ те Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă тесен йăнăш мар. Шĕнер Ишекри Валерий Григорьев пуçарнипе 2009 çултанпах хамăр республикăри çеç мар, юнашар регионсенчи ГСВГ ветеранĕсем пухăнаççĕ. 2013 çулта Тутарстан, Марий Эл Республикисенчен, Ульяновск, Саратов тата Ленинград облаçĕсенчен килсе çитнĕччĕ.
Пĕлтĕр ку ялта тăхăр районти ГСВГ ветеранĕсем августăн виççĕмĕш вырсарникунĕнче çумăра пăхмасăр спорт ăмăртăвĕнче – чупассипе, кире пуканĕ йăтассипе – тупăшрĕç.Çĕнтерÿçисем елчĕксем пулса тăчĕç.
Паян ансат мар вăхăтра пурăнатпăр. Историе çавăрса çырас текенсем те тупăнсах пыраççĕ. Пирĕн тĕллев – хальхи тата çĕнĕ ăрусене ГСВГ тытăмĕ тĕнчери политика аталанăвĕ çине ырă витĕм кÿнине кăтартасси.
Енчен те кам та пулин Совет çарĕсен Германири ушкăнĕпе тата Варшава килĕшĕвĕпе мĕнле те пулин çыхăннă пулсан сире ассоциаци ветеранĕсен йышне кĕме ыйтатпăр. Пирĕн штаб Вăрнарти К.Маркс урамĕнчи 61-мĕш çуртра, иккĕмĕш хутра вырнаçнă. Тел.: 89053420341, 89373879333.
Совет çарĕн Германири ушкăнĕн ветеранĕсем! Сире паллă кун ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, вăрăм та савăнăçлă пурнăç сунатăп. ГСВГ-н 71 çулне Шупашкарта ĕмĕрлĕх çулăм умĕнче июнĕн 11-мĕшĕнче 12 сехетре паллă тăваççĕ.
Анатолий ВАСИЛЬЕВ,
ГСВГ–ЗГВ–Варшава килĕшĕвĕн Вăрнарти уйрăмĕн ертÿçи.