04 июня 2016 г.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче республикăра канупа сывлăха çирĕплетекен лагерьсем чылай уçăлаççĕ. Çавна май Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерстви ачасене хÿтĕлес, хăрушсăрлăхран хăтарас тĕллевпе полицие пулăшма ыйтать. Енчен те администраци, воспитательсем, педагог-организаторсем е вожатăйсем, е урăх çынсем кÿрентернине пĕлсен тÿрех полицие шăнкăравламалла. Тел. 62-05-91, 02, 020 тата 102 (кĕсье телефонĕ).
Çав вăхăтрах министерство ачасене çул-йĕр, шыва кĕмелли правилăсене вĕрентме ыйтать. Сĕнÿсем-асăрхаттарусем инкексенчен пăрăнма май парĕç.