Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек пуласса ан кĕт

04 июня 2016 г.

Çуллахи кунсем çитрĕç. Ытти çулсенчи хурлăхлă опыта шута илнĕ май, çак вăхăтра пĕчĕк ачасем нумай хутлă çуртсен чÿречисенчен тухса ÿкес хăрушлăх пысăкланать. Кăçал кунашкал икĕ тĕслĕх çырăннă та. 10 уйăхри ача тÿрех вилнĕ, икĕ çулхи – реанимацире.

Кĕçĕннисем çÿллĕшĕнчен ÿксе вилнин тата суранланнин сăлтавĕсене тишкернĕ май çакна палăртнă. Ачасем – 1–5 çулхисем – юнашар ларакан сĕтел-пукансене усă курса чÿрече янаххисем çине хăйсем тĕллĕнех сеткăсем çине таянса тухса ÿкнĕ. Ку тĕслĕхсем, паллах, аслисем ывăл-хĕрне асăрхавсăр хăварнипе çыхăннă% хăйсем çук чухне кантăксем уçă тăнă, хваттерте сĕтел-пукана тĕрĕс лартса тухман, чÿречесем çине пĕчĕк ачасем пырса уçасран блокировка устройствисем вырнаçтарман. Вĕт шăнасенчен хÿтĕлекен сеткăсем чÿречесене хупă пек кăтартаççĕ кăна.

Инкек ан пултăр тесен пÿлĕмсене уçăлтарнă чухне тимлĕ пулмалла, ачасене яланах асăрхаса тăмалла, чÿречесем çумĕнчен сĕтел-пукана илмелле. Пирĕн пĕрлехи задача – инкек патне çитерме пултаракан кирек мĕнле пулăма та сиресси. Кунашкалли кирек кампа, анчах сирĕнпе пулмасть тесе хăвăра лăплантарма кирлĕ мар. Инкеке эсир кăна асăрхаттарма пултаратăр. Енчен те уçă чÿрече умĕнче ача ларнине курсан иртсе ан кайăр, кун пирки 02 телефонпа полицие шăнкăравлăр.

С.СВЕТЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика