04 июня 2016 г.
2016 çулта Чăваш Республикинче ,ç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă. РФ Конституцийĕпе килĕшÿллĕн кашни çыннăн ĕçлев прави пур. Вăл хăрушсăрлăха тата гигиенăна тивĕçтермелле. Çак йĕрке РФ ,ç кодексĕнче çырăннă.
Паллах, ĕç хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ ĕç хăрушсăрлăхĕн мероприятийĕсене пурнăçлама обязательнăй страховани укçи-тенкине те яма пултарни çинчен аса илтерет. Вăл календарь çулĕнче куçарнă страховани суммин 20 проценчĕ пулма пултарать. 2016 çулта республикăра ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама 34 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Страховательсен çак укçана илмешкĕн социаллă страховани фончĕн республикăри уйрăмне кăçалхи августăн 1-мĕшĕччен ыйтупа тухмалла. Енчен те страхователь страховани суммине вăхăтра тÿлемесен, унăн пенисемпе штрафсем пулсан, тăратнă документсенче тĕрĕс мар информаци тупсан, документсене пĕтĕмпех тăратмасан, ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама уйăрнă укçа-тенке тăкакласа пĕтерсен тата ытти сăлтав пулсан страхователĕн ыйтăвĕсене тивĕçтермеççĕ. Страхователь хăйĕн çитменлĕхĕсене пĕтерсен вăл тепĕр хут страховани фондне ыйтупа тухма пултарать.
Хальхи вăхăтра страховательсем ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама кирлĕ укçа-тенкĕ памашкăн ыйтусемпе тухаççĕ.
Галина Николаева,
РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн
управляющийĕ.