04 июня 2016 г.
Хальхи вăхăтра республикăра кĕçĕн тата вăтам предпринимательство субъекчĕсене анлă статистика сăнавĕ витĕр кăларас ĕç пырать.
2011 çулта иртнĕ бизнес-перепись кăтартăвĕсем Чăваш енри кĕçĕн предприятисенчен 36 проценчĕ суту-илÿпе, 20 проценчĕ – тивĕçтерÿсем парассипе, 12-шĕ строительство тата промышленноç енĕпе ĕçленине палăртнă.
Уйрăм предпринимательсенчен çурри ытларахăшĕ – сутуçăсем, 17 проценчĕ – пулăшу паракансем, 10 проценчĕ – транспорт сферинче тимлекенсем.
Унчченхи çыравпа танлаштарсан республикăра предпринимательсен шучĕ 30% чакнă, кĕçĕн предприятисен шучĕ вара 21% ÿснĕ. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне, республикăри 1000 çынтан 26-шĕ – уйрăм предпринимательсем (ПФО-ра – 23, Раççейре – 25).
Анлă сăнав йĕркипе уйрăм предпринимательсем анкета ыйтăвĕсем çине хуравланă. Ун кăтартăвĕпе ку ĕçпе тимлекенĕн вăтам статистика портретне курма пулать.
Кĕçĕн бизнесра хĕрарăмсем те, арçынсем те пĕр танрах ĕçлеççĕ – 49 тата 51 процент. 30 çулчченхисем – 16%, 30–40 çулхисем – 33%, 40–50 çулхисем – 26%, 50-ран иртнисем 25%. 71 проценчĕ мăшăрлă. 47 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 5 проценчĕн икĕ аслă пĕлÿ.
65 проценчĕ хăйĕн бизнесне тивĕçлĕ тупăш илес тĕллевпе уçнă. 37 проценчĕ налуксем пысăк пулнине, 25 проценчĕ продукци япăх сутăннине, 22 проценчĕ укçа-тенкĕ çитсе пыманнине, 18 проценчĕ коммерци кредичĕн проценчĕ пысăк пулнине, 6 проценчĕ нормативлă право акчĕсем çуккине е кирлĕ пек пулманнине палăртнă.
Респондентсенчен çуррийĕ хăйсен тупăшĕ вăтам, 48 проценчĕ пĕчĕк, 1 проценчĕ кăна пысăк пулнине пĕлтернĕ. 64 проценчĕ бизнеса хăй укçипе аталантарать, 32 проценчĕ кредитсем илет.
Мĕнлерех-ха уйрăм предпринимателĕн вăтам статистика портречĕ? Вăл 40-рен иртнĕ хастар çын, ăслă-тăнлă, авланнă. Хăйĕн çине пуçару илме хăрамасть, хăй вăйне кăна шанать. Бизнеса аталантарма чаракан тĕп чăрмав шутне экономикăри тăнăçсăрлăха кĕртет, хальхи вăхăтра харпăр хăй ĕçне пуçарма йывăртарах тесе шутлать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.