04 июня 2016 г.
Вăхăт малаллах шăвать. Акă çĕртме уйăхне те кĕтĕмĕр. Хыçа юлнă май уйăхне илес пулсан, районта 37 ача çурални паллă. Вĕсенчен çирĕмĕшĕ хĕрача, вунçиччĕшĕ арçын ача. Пиллĕкмĕш уйăх çурални çинчен калакан 150-мĕш номерлĕ акт çырнипе вĕçленнĕ. Çамрăк çемьен Александрпа Лилин хĕрача çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ ăна Кристина ят панă. Мăшăрсен ку пĕрремĕш ача.
Май уйăхĕнче ултă çамрăк çемье чăмăртаннă. Пĕри вара Беларуç Республикин гражданинĕпе пĕрлешнĕ. Çав вăхăтрах 3 мăшăр уйрăлнă: иккĕшĕ суд йышăнăвĕпе, теприсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлнипе. 53 çын пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă: 31 арçын тата 22 хĕрарăм. Арçынсен вăтам пурнаслăхĕ 58 çулпа, хĕрарăмсен 74 çулпа танлашнă.
К.ЮРЬЕВ.