Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев Александр Усковпа тĕл пулнă

01 июня 2016 г.

Михаил Игнатьев Александр Усковпа тĕл пулнă

 «Август» Фирмăн тата Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн производство тĕп базин аталану малашлăхĕн ыйтăвĕсене Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Август» Фирма» АХО генеральнăй директорĕ Александр Усков сÿтсе явнă.

Унта çавăн пекех ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова тата «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников хутшăннă. «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн аталанăвĕпе çыхăннă пĕтĕм план ăнăçлăн пурнăçланать. Сирĕн пахалăхлă продукцине ял хуçалăх таварне туса илекенсем питĕ ыйтаççĕ», – палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Александр Усков компани препаратсен пысăк технологиллĕ формисене хатĕрленине пĕлтернĕ. Санкцисем шалти рынокра çирĕп позицисем çĕнсе илме пулăшнине палăртнă. 2016 çулта холдинг продукцийĕн кирлĕлĕхĕ Раççей рынокĕнче 30–32 процент ÿснине, 2017 çулта ку кăтартусем 50 процента çитессе кĕтнине каланă. Потребительсем таваршăн малтанах тÿлесе хума тăрăшни, çапла майпа ял хуçалăх производителĕсем продукцие çирĕплетнĕ хакпа туянма ăнтăлни çинче чарăнса тăнă. Шăпах çавăнпа «Август» фирма АХО производство базине анлăлатма йышăннă. Холдинг, тĕпрен илсен, пысăк производительсемпе ĕçлет-тĕк, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ – килти хушма хуçалăхсемпе.

«Пирĕн тĕллев – республикăра промышленноç аталанăвĕ валли лайăх лару-тăру йĕркелесси», – пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.  

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика