28 мая 2016 г.
Юлашки шăнкăрав янăрарĕ кăна, 11-мĕш тата 9-мĕш классенчен тухакансемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ.
Экзаменсем виçĕмкун 9-мĕш класра вĕренекенсем обществознанипе, химипе, информатикăпа тата литературăпа пĕтĕмлетÿллĕ патшалăх аттестацине çырнинчен пуçланчĕç. Паян тата июнĕн 7-мĕшĕнче вĕсем ют чĕлхепе, майăн 31-мĕшĕнче математикăпа, июнĕн 3-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе, июнĕн 9-мĕшĕнче географипе, историпе, биологипе, физикăпа экзаменсем çыраççĕ.
Маларахри çулсемпе танлаштарсан кăçал ку çулхисен унчченхилле икĕ экзамен мар, тăваттă тытма тивет, вырăс чĕлхипе математикăсăр пуçне – суйласа илнĕ икĕ предметпа.
11-мĕш класра вĕренекенсемшĕн патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем ĕнертен тытăннă. Вĕсем географипе тата литературăпа пĕлĕве тĕрĕсленĕ. Тĕп экзаменсем – майăн 30-мĕшĕнче тата июнĕн 2-мĕшпе 6-мĕшĕнче, вырăс чĕлхипе, математикăпа – база тата профильлĕ шайсенче. Июнĕн 8-мĕшĕнче – обществознани, 10,11-мĕшĕсенче – ют чĕлхе, 16-мĕшĕнче – информатика, 20-мĕшĕнче – хими, физика экзаменĕсем.
Районти шкулсенчен кăçал 9-мĕш класран 394, 11-мĕшĕнчен 178 ача вĕренсе тухать. Районти, республикăри предмет олимпиадисенче палăрнине шута илсе вĕсенчен чылайăшĕ пĕтĕмлетÿллĕ экзаменсенче пысăк баллсем илес шанăç пур.
Светлана ЧИКМЯКОВА.