28 мая 2016 г.
Пионерсен кунне майăн 19-мĕшĕнче Раççейре кăçал анлăн уявларĕç. Ачалăхăн сумлă çак юхăмĕ Туçи Мăратри пĕтĕмĕшле вĕрентÿ шкулĕнче çĕнĕрен вăй илсе пырать. Вĕрентÿ çулĕн вĕçĕ хальхинче виççĕмĕш хут ачасене чаплă самантра хĕрлĕ галстук çыхнипе паллă пулчĕ, 2014 çултанпа пионерсен йышне çапла 5-мĕшпе 7-мĕш класра вĕренекенсем хушăнчĕç. Вĕсене Алевтина Николаевна Кузнецова вожатăй хатĕрленĕ. Вăл пуренлĕ аталанса пыракан учитель, ачасене музыкăпа, ÿкерессипе, вăй-хал вăййипе илĕртме маçтăр. Петр Яковлевич Золов уроксенче, тĕрлĕ мероприятисенче Пионери юхăмĕ мĕнле çуралса аталанса пыни çинчен каласа кăтартнă, пионер-геройсемпе, ĕçпе вăрçă паттăрĕсемпе паллаштарнă. Ырă тĕслĕхсене ăша хывса Тăван çĕршывпа, тăван халăхпа пĕрле пулмашкăн хавхаланнă ачасем лайăхрах вĕренеççĕ, пултарулăх мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Акă, Саша Константинов, Станислав Мефодьев, Вика Кириллова, Юлиана Степанова, Анна Зайцева, Анжелика Петрова пионерсен чăмăрĕн шанчăклă тĕрекĕ шутланаççĕ.
Праçнике пухăннисене шкул директорĕ Василий Иванович Малов, Пионери юхăмĕн хисеплĕ ветеранĕсем Петр Арсеньевич Казаков, Зинаида Ивановна Алексеева, хĕрарăмсен Пĕтĕм Раççейри «Раççей шанчăкĕ» пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕн председателĕ Лидия Петровна Ефремова саламларĕç.
– Пионер – пĕрремĕш, чи малти, çул уçса, кăтартса пыраканĕ, – терĕ Лидия Петровна, – ман ÿсĕмрисем, эп астăвасса, пионерсен ретĕнче 20 миллион ача тăраттăмăр. Эпир 2 миллион экземплярпа тухса тăнă «Пионер» журналпа 8 миллион тиражлă «Пионерская правда» хаçата вуласа ÿснĕ. Нумайăшĕ Пĕтĕм Союзри «Артек» тата Раççей Федерацийĕнчи «Орленок» лагерьсенче пулса курнă, кÿршĕллĕ республикăсенчи, ют çĕршывсенчи ачасемпе туслашнă, ĕçлесе, выляса-кулса çитĕннĕ. Сирĕн пĕр отрячĕ Гагарин ячĕпе хисепленет. Вăл тĕнчере чи пирвай космос çулне уçса пачĕ. Тепĕр отрядне Жуков ячĕпе чысланă. Вăл вара Аслă Çĕнтерĕвĕн çулне кăтартнă çарпуçĕ. Питĕ хăватлă символлă ятсем. Çавнашкал геройсене тивĕçлĕ пулмашкăн ăнтăласчĕ!
«Раççей шанчăкĕнчен» çитнĕ хăна шкула алă пусса, ырă сунса, хăй калашле, «паттăрлăх кĕнекисем» парнелерĕ.
В.МИХАЙЛОВ.