21 мая 2016 г.
Ман асатте Михаил Афанасьевич Афанасьев тăван ялĕнче – Çавалкасра – пурнăç тăршшĕпех тăрăшса ĕçленĕ. Ăна вăй çитнĕ таран аталантарас тесе тăрăшнă. Асатте дневник та çырса пынă. Хăш-пĕр йĕркесене илсе кăтартатăп, «Нихăçан та асран тухман çуралнă çĕршыври тăван кĕтесĕм! Мĕн пек ырă та илемлĕ эсĕ!»
Манăн асатте 1936 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне Çавалкаспа çыхăнтарнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ çĕр ĕçне юратнă. Афанасийпе Анна пĕр пысăк улма-çырла садне хăйсен аллине илнĕ. Ăна мĕн виличчен упраса пурăннă. Çав садра мĕн тĕрлĕ йывăç пулман пулĕ. Мăн асатте пахчаçă, мăн асанне утарçă пулнă. Вĕсем хăйсен ывăлне ачаранах ĕçе юратма вĕрентнĕ. Çапла вара асатте хăйĕн ашшĕпе амăшĕн ĕçне малалла тăсма тăрăшнă.
Асатте Туçи Мăрат шкулĕнче çичĕ çул ăс пухнă. Вĕренÿре те, ĕçре те вăл малта пулма тăрăшнă, лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕ. 10–15 çулсенче вăл Карл Маркс ячĕллĕ колхозăн сад пахчинче ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçленĕ. 1959 çулта пахчаçăра тăрăшнă. Тепĕр çултан В.Р.Вильямс академик ячĕллĕ ял хуçалăх специалисчĕсен пĕлĕвне ÿстермелли курссенче утарçă пулма вĕреннĕ. Пахчаçăра ĕçленĕ май 1961 çулта районти хатĕрлев базине вуншар тонна тутлă панулми сутнă. 1961–1964 çулсенче ял хуçалăх техникумĕнче агронома вĕреннĕ. Унтан Хусанти Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче биологипе хими факультетĕнче пĕлÿ пухнă, учитель профессине алла илнĕ.
1966 çулта Галина Николаевнăпа пĕрле çемье çавăрнă. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе 35 çул пурăннă. Асанне 35 çул шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Асатте Çавалкас клубĕн заведующийĕнче те, Вăрнар районĕнчи ĕç тăвакан комитечĕн инструкторĕнче те тăрăшнă. 1972–1974 çулсенче Чулхулара парти шкулĕнче вĕреннĕ. 1975–1979 çулсенче – Туçи Мăрат шкулĕн директорĕ. Çак вăхăтра вăл шкул çумĕнче спортзал тумашкăн никĕс яртарнă.
1979–1996 çулсенче асатте К.Маркс ячĕллĕ колхоз тилхепине çирĕп тытса пынă. Вăл тăван колхоза уралантарас, тĕреклетес тесе пĕтĕм вăйне хунă. Хуçалăх ăмăртусенче малтисен ретĕнче пулнă. Халĕ те ята ямасть. «Пылчăкран тухасчĕ!» – ку вăл Михаил Афанасьевичăн чи пысăк тĕллевĕ пулнă. Çавалкасри такăр çула туса хăварассишĕн нумай тар тăкнă. Михаил Афанасьевич тăрăшнипе 1985 çулта Туçи Мăрат шкулĕ «вăтам шкул» статуса йышăннă. Компьютер класĕ хута кайнă, спортзал çĕкленнĕ. Вĕрентекенсене хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Ялти тухтăрсене çĕнĕ çурта куçарнă, столовăй, культура çурчĕпе ача-пăча сачĕ çĕкленсе ларнă.
Кира АФАНАСЬЕВА.