Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Леонид Черкесов: «Кашни кандидата чăн ĕçне кура хаклĕç»

21 мая 2016 г.

«Единая Россия» партин регионти йĕркелÿ комитечĕ малтанхи сасăлав тĕлĕшпе пресс-конференци ирттернĕ. Малтанхи сасăлав ыран, май уйăхĕн 22-мĕшĕнче, пулать. Чăваш енре 236 суйлав участокĕ ĕçлет. Вĕсене ирхи 8 сехетрен тытăнса каçхи 8 сехетчен пымалла.

Чăваш ен суйлавçисен «Единая Россия» сентябрĕн 18-мĕшĕнче пулакан Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне тăратакан кандидатсемшĕн сасăламалла.

Палăртмалла, «Единая Россия» – кандидатсене суйлава тăратма чи уçă та демократиллĕ процедурăна суйласа илнĕ пĕртен-пĕр парти. Ун регионти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов сăмахĕсем тăрăх, малтанхи сасăлав суйлавçăсен интересĕсене çĕршывăн тата республикăн саккун кăларакан влаç органĕсенче хÿтĕлеме пултаракан чи лайăх кандидатсене палăртма май парать.

Шутлав участокĕнче кашни суйлавçа виçĕ бюллетень парĕç. Пĕрремĕшĕ – пĕр мандатлă округпа РФ Патшалăх Думине суйланакан кандидатшăн. Иккĕмĕшĕ те – Паташлăх Думинех, анчах парти списокĕпе. Виççĕмĕшĕ – пĕр мандатлă округпа тата парти списокĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратакан кандидатшăн. Сасăлав валли пĕрле паспорт пулмалла. Унта сентябрĕн 18-мĕшĕнче 18 çул тултаракан çамрăксем те хутшăнма пултараççĕ.

Малтанхи сасăлав тĕп суйлавран уйрăлса тăрать, бюллетеньсенче çынсем хăйсене килĕшнĕ темиçе кандидатшăн та галочка лартма пултараççĕ. Анчах та Чăваш ен Патшалăх Канашне каякан бюллетеньре икĕ галочкăран ытлашши лартмасан та юрать – пĕр мандатлă округпа тата парти списокĕпе.

Тепĕр уйрăмлăх – шутлав участокĕсем йăлана кĕнĕ суйлав участокĕсенчех вырнаçĕç, анчах та вĕсен шучĕ сахалрах пулĕ. Вĕсен адресĕсемпе chuvash.er.ru сайтра паллашма пулать.

Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, агитаци вăхăтĕнче кандидатсем хатĕрленÿ ĕçĕсем пурнăçланă, суйлавçăсемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă. Çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Пĕр енчен кунашкал ĕç Раççей Президенчĕ Владимир Путин каланă тезиса çирĕплетрĕ, малтанхи сасăлав «Единая Россия» партие уçăрах тăвать тата çынсемпе çывăхлатать. Тепĕр енчен, ун кăтартăвĕсем суйлавçăсем кандидатăн чăн ĕçĕсене тата республика умĕнчи тивĕçĕсене епле хакланине кăтартаççĕ, пĕлтерет Леонид Черкесов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика