Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Владимиров: Вĕрентÿпе сывлăх сыхлавне мĕн кĕтет?

21 мая 2016 г.

Шупашкарта «Единая Россия» партин малтанхи сасăлавне хутшăнакансем тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Юлашки тĕл пулăвăн теми вĕренÿ аталанăвĕпе, сывлăх сыхлавĕпе тата социаллă политикăпа çыхăннă.

Шупашкар хула Пухăвĕн икĕ созыври ĕçлекен депутачĕ Николай Владимиров дискусси валли ку темăна ахаль суйламанни пирки пĕлтерчĕ. Сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿпе, çамрăк ăрăва воспитани парассипе çыхăннă ыйтусене чи малтанах федераллă тата регион шайĕсенче татса памалла.

– Юлашки пилĕк çулта кирлĕ ыйтупа – ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерессипе – Чăваш ен чылай малалла кайрĕ. Вуншар çĕнĕ учреждени çĕкленĕ, апла пулин те ку ыйтăва малашлăхра та тимлĕхрен кăлармалла мар. Шупашкарта ыйту каллех çивĕч тăма пултарать. Çавăнпа та ача сачĕсем тăвассине тата вĕсене реконструкцилессине малалла та тăсмалла. Депутатсен тĕллевĕ вара – çак процеса тĕрĕслесе тăрасси, – палăртать Николай Владимиров.

Калаçу вăхăтĕнче шкул пĕлĕвĕн пахалăхне ÿстерес ыйтусене те çĕкленĕ. Чăваш ен хăш-пĕр регионсемпе пĕрле çĕнĕ шкулсем валли федераллă бюджетран укçа-тенке тивĕçнĕ ĕнтĕ. Ку вырăнти влаçсен тата «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе пурнăçланчĕ.

Ачасене пахалăхлă вĕрентес ыйту та çивĕч. Шкултан вĕренсе тухакансен хăйсен майĕсене тата çул-йĕрне курмалла. «Кун пек чухне шкулсен, колледжсемпе аслă шкулсен промышленность предприятийĕсемпе çыхăнса ĕçлемелле. Кăна пур çĕрте те аталантармалла – шкул ачисем ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисемпе специальноçсем пирки малтанах пĕлсе тăччăр», – шутлать Николай Владимиров.

Социаллă политикăна илес пулсан, депутат шучĕпе, республика бюджечĕ – социаллă тĕллевлĕ. Вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă ыйтусене пурнăçлама бюджетăн 70 проценчĕ тăкакланать.

ЖКХ тивĕçтерĕвĕн тÿлевне саплаштарма 246,5 млн тенкĕлĕх субсидисем уйăрнă. Ку пĕлтĕрхинчен 15 процент ытларах. «Пирĕн, республика депутачĕсен, тĕп тĕллевĕ – ку ирĕкпе усă курма тивĕç çемьесем пурте пулăшăва илме пултарнине тĕрĕслесси», – палăртать Николай Владимиров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика