21 мая 2016 г.
Çул çинчи инкексен шутне чакарас, водительсемпе çуран çÿрекенсен тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе районта уйăхĕпех тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем пыраççĕ.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн иртнĕ «Ÿсĕр водитель» рейд вăхăтĕнче акă руль умне алкоголь ĕçсе ларнă икĕ водителе тытса чарнă.
Ĕнер «Çуран çÿрекен. Çуран çÿрекен каçми» профилактика мероприятийĕ пулчĕ, инспекторсем ку енĕпе çул-йĕр правилисене пăхăнассине тĕрĕслерĕç çеç мар, çынсемпе асăрхаттаруллă калаçусем те ирттерчĕç.
Ăшă кунсем çитнĕ май, урамсенче мототехника нумай курăнма пуçларĕ. Вĕсем хутшăннипе инкексем пулассине асăрхаттарса май уйăхĕн 22-мĕшĕччен «Мото» тата «Хирĕç çул çине тухни» мероприятисем пыраççĕ.
Çавăн пекех ĕнертен районта «Асăрхăр – ачасем!» операци старт илчĕ. Вăл июнĕн 10-мĕшĕччен тăсăлать.
Унсăр пуçне май уйăхĕн 25-мĕшĕнче – «Чукун çул переезчĕ», 26-мĕшĕнче «Автобус» рейдсем иртĕç.
Тимлĕ пулăр! Çулсем çинче çÿремелли правилăсене çирĕп пăхăнăр!
Геннадий КАЗЫКИН,
çул-йĕр инспекторĕ.