18 мая 2016 г.
Техника инвентаризацийĕн бюровĕ – куçман пурлăх докуменчĕсене йĕркелеме пулăшакан службăсенчен пĕри. Ун тивĕçтерĕвĕсемпе усă курман çын çук та пулĕ. Уйрăмах паян – саккун çурт-йĕре, çĕр лаптăкĕсене официаллă йĕркене кĕртме хистенĕ тапхăрта. Вăрнарти БТИ халăха мĕнле пулăшусем сĕнет тата ку сферăна мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтет – кун пирки ун пуçлăхĕпе Лаура Станиславовна НИКОЛАЕВАПА калаçрăмăр.
– Лаура Станиславовна, вулакана, паллах, чи малтанах тивĕçтерÿсен тĕсĕсем интереслентереççĕ...
– Куçман пурлăхăн докуменчĕсене йĕркелессипе ĕçлекен тĕрлĕ формăллă предприятисемпе танлаштарсан БТИ тивĕçтерĕвĕсем самай анлăрах. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, куçман пурлăх вăл – çĕр тата ун çинче вырнаçнă строительство объекчĕсем. Çĕр правине саккунлатас тесен çĕр лаптăкĕн чиккисене палăртмалла. Ун кăтартăвĕсемпе эпир межевани планне хатĕрлетпĕр. Вăл объекта кадастр учетне тăратма кирлĕ. Çын ирĕкĕпе, учета БТИн кадастр инженерĕсем те тăратма пултараççĕ.
Капиталлă строительство объекчĕн техника планне хатĕрленине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Малашне вăл кадастр хаклавĕпе налук хурăмĕн никĕсĕ пулса тăрать пулин те ăна тутармасăр май çук. Техника планĕ куçман пурлăхпа саккунлă усă курма ирĕк илме кирлĕ. Анчах вăл пĕр объектăн техника информацине кăна кăтартать. Уйрăм тăракан хушма çуртсене, сооруженисене – мунчана е гаража тата ыт. те деклараципе (ăна çырма БТИ инженерĕсем пулăшма пултараççĕ) е уйрăм техника планĕ хатĕрлесе саккунлăх кĕртмелле.
Çавăн пекех БТИре вăл е ку объекта сутасси-туянасси пирки килĕшÿ, техника тăрăмĕн хаклавĕ валли тĕпчев акчĕ çырма, архив докуменчĕсемпе справка илме, документсен копийĕсемпе дубликачĕсене хатĕрлеме, вертикаллĕ сооруженисен тайлăм кĕтесĕсене виçме тата ытти ĕçе пурнăçлама май пур.
Эпир хатĕрленĕ документсем – малашлăхра патшалăх учетне тăратма кирлĕ документсем.
– Объектăн техника паспорчĕ пирки каларăр ĕнтĕ. Анчах та хăшĕсем паян çак документ вуçех те кирлĕ мар тесе палăртаççĕ. Тĕрĕс-и çакă?
– Чăн та, техника паспорчĕ паян учет валли кирлĕ мар. Анчах та перепланировкăна саккунлăх кĕртнĕ, страхланă чухне, суд тавлашăвĕсенче, патшалăх программисене (кивĕ çурт-йĕртен куçма, амăшĕн капиталĕпе усă курма, çамрăк çемьесене, ялсенче ĕçлекен специалистсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме т.ыт.те) хутшăнма, еткерлĕхе куçарма, объекта газификациленĕ е электрификациленĕ чухне унсăр май çук. Эппин, техника паспорчĕ çурта е сооружение эксплуатацилеме кирлĕ. Çакна та каламалла, техпаспорта техника инвентаризацийĕн бюровĕсем кăна хатĕрлеççĕ. Техплана тата межевани планне уйрăм предприятисем те хатĕрлеме пултараççĕ. Анчах çакăн пек те пулать, техплана – уйрăм предприниматель, техпаспорта БТИ хатĕрлет. Кун пек чухне документсенчи ăрасналăха пула кадастр учетне тăратма йывăр.
Çавăн пекех ял пуçлăхĕсен пуçарăвĕпе Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе вăрçă тата ĕç ветеранĕсене май – июнь уйăхĕсем тăршшĕпех килĕсерен тухса пулăшу парассине йĕркеленĕ. Паллах, документсене тÿлевлĕ хатĕрлетпĕр, анчах та вырăна çитнĕшĕн укçа илместпĕр.
– 2018 çултан куçман пурлăхăн патшалăх кадастр учечĕн сферине çĕнĕлĕхсем кĕмелле. Мĕн улшăнĕ-ха?
– 2018 çултан Раççейре чикĕсене палăртман çĕр лаптăкĕсемпе вуçех те усă курма юрамĕ. Ун тĕлĕшпе харпăрлăх свидетельстви пур пулин те. Урăхла каласан, межеванисĕр кадастр учетне тăратнă пулсан, çĕр хуçисен çĕр лаптăкĕсен чиккисене тĕрĕс палăртассипе ĕçсем пурнăçламалла.
Хальхи даннăйсемпе, çĕршывĕпе кадастр учетĕнчи çурри ытла çĕр лаптăкĕн чиккисене палăртман. 2018 çултан кунашкал çĕрсене сутма та, арендăна пама та ирĕк пулмĕ.
Çĕр лаптăкĕн чиккисене тĕрĕс палăртни пайпа уйрăлса тухас ĕçе çăмăллатма, кÿршĕсемпе çĕре «пайланин» тавлашăвне татса пама та май парĕ. Межевани тунă хыççăн сирĕн çĕр лаптăкне систематизациленĕ сведенисен пухăмне кĕртĕç.
– Паллă ĕнтĕ, çÿлерех асăннă ĕçсене тутарма сахал мар укçа кăларса хума тивет. Мĕнле те пулин çăмăллăхсем пур-и сирĕн?
– Енчен те пĕр адреспа пĕр вăхăтрах темиçе документ йĕркелемелле пулсан, тĕрĕслеве тухас тăкаксен хакĕ чакать, çапла заявитель те сахалрах укçа тÿлет. Документсем тума ăна пĕчĕкрех хак сĕнетпĕр.
– Паянхи технологи ĕмĕрĕнче электронлă пулăшусем те вăй илчĕç. Сирĕн тивĕçтерÿсене ку мелпе илме пулать-и?
– Паллах. Граждансен заявленисене vur.bti@gmail.com электронлă адреспа çырма май пур. Çавăн пекех вĕсене 2-74-99 номерпе йышăнатпăр. Тĕпрен илсен, çынсем заявкăсене ял поселенийĕсем урлă та тăратма пултараççĕ. Документсене уйăхра хатĕрлесе параççĕ.
– Калаçушăн тав.
Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.