14 мая 2016 г.
Çурхи кун çулталăк тăрантарать тесе ахальтен каламан ватăсем. Çуракине мĕнле шайра ирттеретĕн, çавăн пек тухăç илетĕн. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллеве пурнăçлама «Броневик» хуçалăх ĕçченĕсем кăçалхи çул тĕплĕн хатĕрленнĕ, техникăна вăхăтра юсанă, вăрлăха кондицие лартнă. Хĕрÿ тапхăрта вара уй-хир тракторсен шавĕпе тулнă, нумай çул ÿсекен курăксене сÿреленĕ, минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Кĕрхи культурăсем çине те тимлĕх уйăрнă. Механизаторсем куллен хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланă. Çавăнпах çурхи ĕçсене кĕске вăхăтра вĕçленĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 357 гектар акнă.
– Уяр çанталăкра пурте тимлĕхе ÿстерчĕç. Хуçалăхри кашни механизатора тав сăмахĕ калас килет, – терĕ Владислав Репин ертÿçĕ.
Вăл тăрăшуллисене ятран асăнчĕ. Вадим Петров, Игорь Филиппов, Анатолий Платонов, Иван Никитин, Владислав Крылов, Иван Кураков трактористсем ĕçченлĕхпе палăрнă. Александр Ложкин водитель вара уй-хире вăрлăх илсе тухнă. Механизаторсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитернĕ. Водителĕ – М.Соловьев. Валентина Никитина повар техĕмлĕ апат пĕçерсе хатĕрленĕ.
– Çунтармалли-сĕрмелли материалсем енчен йывăрлăх пулман. Техника та уйра арканса ларман, – пĕлтерчĕ Владислав Иванович.
«Броневикра» кăçалхи çул 25 гектар кукуруза акнă. Унăн лаптăкне татах та ÿстересшĕн. Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăх хĕрÿ тапхăра ăнăçлă вĕçленĕ. Чуна парса тăрăшсан çĕр-анне пархатарне курасси иккĕлентермест. ,çлес шутлисем ÿсĕм тума пултараççех.
Юрий КОРНИЛОВ.