Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван Моторин – Вăрнар тăрăхĕнче

14 мая 2016 г.

Иван Моторин – Вăрнар тăрăхĕнче

Виçĕмкун районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа тата унăн пĕрремĕш заместителĕпе – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕпе Вячеслав Горбуновпа пĕрле Калининăри кĕпер строительствине, малта пыракан хуçалăхсене çитрĕç.

Июньте вĕçлемелле

Унчченхи подрядчик – «Чувашавтодор» – Мăн Çавал урлă хывăнакан кĕперĕн строительствин графикне тăсса янăран, тен, тепри «Воддорстрой» организаци ĕçсене июньте вĕçлеме палăртнине ĕненмĕ те.

Аса илтерме, «Чувашавтодорпа» килĕшĕве татнă хыççăн аукциона «Воддорстрой» тулли мар яваплă общество выляса илнĕ. Ун ертÿлĕхĕ Леонид Евдокимов каланă тăрăх, ĕçсене патшалăх контрактĕнче палăртнинчен маларах – июньтех – пĕтерме планлаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне пăрăссене хурса пĕтернĕ, строительсем вĕсен хушшинчи хушăксене бетонлассипе тимлеççĕ. Çывăх вăхăтра кĕпер сийне асфальт хума тикĕслемелле.

Мăн Çавал урлă хывăнакан кĕпер çинчи юсав ĕçĕсене хакланă май, премьер-министр ĕçсем графикран маларах пынине ырласа палăртрĕ. Задача паллă, объект июньте хатĕр пулмалла. Ку тĕллевпе çул-йĕр фончĕ укçа-тенке туллин уйăрнă.

Çурхи ейÿ вăхăтĕнче вăхăтлăх кĕпере татса кайнипе автомашинăсем Аçăмçырми урлă çаврăнса кайнă май, кунти çулсем çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ. Иван Моторин ку лаптăка юсасси пирки вырăнти влаç патне ыйтупа тухма ыйтрĕ.

 

Пĕлсе ĕçлесен

Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Шумилов ертсе пыракан хуçалăхăн кавир пек симĕс уйĕсем куçа илĕртеççĕ. Кĕрхисем лайăх хĕл каçнă, аван тĕмленнĕ. Иван Моторина кăтартнă лаптăксем тĕрĕслев тата пĕрремĕшле ака уйĕсем пулин те тикĕслĕхĕпе, тасалăхĕпе, çăралăхĕпе тыткăнлаççĕ. Çак илемĕн вăрттăнлăхĕ пĕрре, культурăсене лайăх апатлантарнă, кирлĕ пек имçамланă. Валерий Шумилов пĕр килограмм удобрени тĕштырăн хушма тупăшне тăватă килограмм таран пысăклатнине палăртрĕ. Кĕрхисем пĕтĕмĕшле 362 га йышăнаççĕ.

Хуçалăхра ака ĕçĕсем хĕрÿ пыраççĕ. Çурхисен лаптăкĕ 658 га пулĕ. Нумай çул ÿсекен курăксем 453 га. Виçĕмкун тĕлне уй-хир ĕçĕсене 95 процент пурнăçланă.

Иван Моторин кооперативăн йĕтемĕ çинче те пулчĕ. Пĕлтĕр çĕклесе лартнă тырă склачĕсене кĕрсе курчĕ. Кунта управ стандарчĕсем çирĕп çеç мар, мĕнпур объект видеокамера асăрхавĕнче. Ку меслете виçĕмçул ĕçе кĕртнĕ.

 

Йывăр пулсан та...

Тĕпрен илсен çĕрулми туса илессипе ĕçлекен «Мураты» хуçалăхăн тупăша упрама мĕнпур майсем пур. Çĕрулми хранилищи управăн пĕтĕм стандартне тивĕçтерет.

Пĕлтĕр çĕньял-явăшсем ку культурăран пысăк тухăç илнĕ. Шел те, хакĕ ытла та йÿнĕ пулнăран ăна туллин сутман.

«Иккĕмĕш çăкăра» туса илме йывăр пулсан та «Мураты» ун лаптăкне чакарман – пĕлтĕрхи пекех 120 га лартса ÿстерĕ. Иван Моторина çĕрулми хранилищисем тăрăх кăтартса çÿренĕ май, кооператив ертÿçи Геннадий Спиридонов сутлăх валли пахчаçимĕçе çуса-типĕтсе тасатакан оборудовани комплексне туянасси ĕмĕтре пуррине пĕлтерчĕ. Смоленск облаçĕнчи дилер компанийĕпе калаçу та пулнă. Хакĕ 9,8 млн тенкĕ. Анчах та кооператив унсăрăн та кредитсемпе çыхăннăран, Геннадий Петрович ку оборудование хăйсен вăйĕпе туянаймассине палăртрĕ. «Ятарлă программа ĕçленĕ пулсан...» – шухăшлăн пĕлтерчĕ вăл.

Премьер-министр района килнĕ кун хуçалăхăн «Гримми» тракторĕсем Красноармейски районĕн чиккинчи уйĕнче çĕрулми лартрĕç. Ун чухне ку ĕçе 55 га çинче вĕçленĕччĕ ĕнтĕ.

Çурхи культурăсене кунта 600 га çинче çитĕнтерĕç.

 

Кукуруза акаççĕ

Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин, район ертÿлĕхĕ, Леонид Николаевпа Вячеслав Горбунов, районти чи пысăк хуçалăхăн – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн уйĕсенче те пулчĕç. Пăваяль çумĕнчи пысăк лаптăкра Джон Дир трактор хăватлăн «ишет». Руль умĕнче – чи опытлă механизаторсенчен пĕри Николай Тихонов.

Предприяти директорĕ Николай Аливанов тата директорсен Канашĕн председателĕ Владислав Попов кăçал ака лаптăкĕ 7812 га йышăнассине пĕлтерчĕç. Вăл шутран çуртрисем 5848 га, нумай çул ÿсекен курăксем 1029 га. Кĕрхисем 1140 га çинче çитĕнеççĕ. Виçĕмкун тĕлне çуртрисене 1450 га акнă.

Темиçе çул ĕнтĕ агрохолдингăн хушма хуçалăхĕнче кукуруза тухăçлă туса илеççĕ. Кăçалхи план – 700 га. Ку культурăна акма тытăннă ĕнтĕ.

Хуçалăхра çуракине тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхĕ 100 проценчĕпех кондициллĕ – 700 тн хатĕрленĕ. Минераллă удобренисене кирлинчен 32 процент ытларах кÿрсе тухнă.

Иван Моторин Вăрнар тăрăхĕнче çĕре юратакан çынсем ĕçленине палăртрĕ, уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме тата пысăк тухăç илме ăнăçу сунчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика