14 мая 2016 г.
Кролик хăвăрт ĕрчекен чĕрчун. Аш-пăшĕ те пахалăхлă, сывлăхшăн усăллă. Кроликсене мĕнле пăхмалла? Хушма хуçалăх тытакансене кăсăклантаракан темăпа калаçма районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветеринари врачне Елена Моисеевна Анисимовăна редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр.
– Елена Моисеевна, кроликсем тытас текенсен мĕн пĕлмелле?
– Кроликсем çутçанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕрчеме-пĕтĕленме пултараççĕ. Пĕр ама çулталăкра 50–70 çура таранах çăвăрлать. Çамрăк чĕрчунсен виçи 40–80 грамм. Çурасем çара, суккăр çуралаççĕ, вĕсен сĕт шăлĕсем – 16. Çурасем малтанхи ултă кунĕнче ÿт хушса çăмпа витĕнеççĕ. 10–14 кунран 130–260 грама, 17–20 кунран 250–500 грама çитеççĕ. Кролик виçи пĕр уйăхра 10–12 хут ÿсет. Калас пулать, кроликсем уйрăмах 3 уйăхчен лайăх çитĕнеççĕ. Кролик амин сĕчĕ питĕ тутлăхлă. Çавăнпа та çурасем хăвăрт ÿсеççĕ. Çамрăк чĕрчунсене çитĕннисенчен 40–45 кунран уйăраççĕ.
4–5 ама кролик 4 çынтан тăракан çемьене çулталăк тăршшĕпех паха аш-пăшпа тивĕçтерме пултарать. Ăратлăх ан япăхлантăр тесен кролик амисемпе аçисене 3 çултан ытлашши тытмаççĕ.
– Вăрăм хăлхаллисен рационĕ пирки каласа парăр-ха.
– Чĕрчунсене талăкра тĕш тырăсем (сĕлĕ, урпа, куккурус, тулă) 100 грамм, хĕвелçаврăнăш жмыхĕ – 35 грамм, утă (улăх-çаранти курăкăн тата пăрçа йышши культурăсен хутăшĕ) – 160, тымарçимĕçсем – 240, калчаланнă тырă – 5, тăвар 5 грамм памалла. Йÿçсе тата пăнтăхса кайнă апата çитерсен пĕтĕллĕ кроликсен хырăмĕ ÿкме пултарать. Паха апат, шыв çук пулсан, вăйлă сас-чÿ тăрсан кроликсем хăйсен çурисене çисе яма пултараççĕ.
– Кролик ашне мĕншĕн диета апачĕ шутне кĕртеççĕ?
– Кролик ашĕ питĕ çемçе, организм ăна лайăх йышăнать. Ашра 20,2–21 процент азот веществи пур, холестерин питĕ сахал. Тĕтĕмлесен те, консервласан та кролик ашĕ хăйĕн тутлăхне çухатмасть. Çăвĕ çемçе, час шăранать. Этем кролик ашĕнчен белок 90 процент таранах илет пулсан, ĕне ашĕнчен сахалтарах – 62 процент. Çак чĕрчун ашĕнчен хатĕрленĕ блюдо диета апачĕ шутланать. Çавăнпа та ăна тухтăрсем чĕре-тымар, пĕвер, вар-хырăм чирĕсемпе аптракан ватăсене çиме сĕнеççĕ. Каламалла, кролик ашĕ ачасемшĕн, çире пур тата кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсемшĕн уйрăмах усăллă.
– Калаçушăн тавтапуç.
Елена ПОРФИРЬЕВА калаçнă.