14 мая 2016 г.
Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш енре пур çĕрте те Аслă уява – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине паллă турĕç
Шупашкарта Çĕнтерÿ кунĕ «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Мухтав монуменчĕ патне чечек кăшăлĕсем хунинчен пуçланнă. Унта Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, паллах, вăрçă ветеранĕсем хутшăннă.
Леонид Черкесов сăмахĕпе, Çĕнтерÿ паркĕ тата Мухтав монуменчĕ нумай çыншăн – çветтуй вырăн. Кунта чечексем хунă май, çынсем çĕнтерĕве фронтра тата тылра туптанă ăрăва аса илеççĕ. «Ку пире пĕрлештерекен уяв. Çак кун ватти те, çамрăкки те хăрушă вăрçа чăтса ирттернĕ паттăрсене тав тăвать», – палăртнă Леонид Черкесов.
Аса илтерме, вăрçă вăхăтĕнче Чăваш енрен 208 пин ытла çынна фронта илнĕ, вĕсенчен 100 пин ытларахăшĕ пуçĕсене паттăрла хунă. 54 пин салтак орденсемпе медальсене тивĕçнĕ, 82-ĕн Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă.
Çак кун Шупашкарти Çĕнтерÿ парадне 40 пин ытла çын хутшăннă. Шупашкар гарнизонĕн подразделенийĕн пĕрлешÿллĕ полкĕ стройпа тата çар техники иртнĕ.
«Вилĕмсĕр полк» акципе кăçал Чăваш енри 20 пин ытла çын хăйсен тăванĕсен – вăрçă паттăрĕсен портречĕсене йăтса утнă.
Çĕнтерĕве çывхартнă çынсен паттăрлăхĕ ĕмĕр халăх асĕнче.