14 мая 2016 г.
Çак девиз статья геройне, парти сасăлавĕн кандидатне, аван сăнарлать. Николай Владимиров шучĕпе, яланах кăмăлсăр пулма тата йăлтах критиклеме пулать, анчах та чăн ĕçсем кăна пурнăçа лайăхлатаççĕ.
Ачалăх
Уруков урамĕ – Николай Николаевич Владимировшăн Шупашкарти чи хаклă кĕтес. Кунта унăн тăван çурчĕ, ача сачĕ тата шкул. Чĕрери тата тепĕр кĕтес – ашшĕ çуралнă ял, Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси. Хула ачи каникулсенче хаваспах кунта каннă. Пĕвере пулă тытни, пахчара, утăра ĕçлени халĕ те ачалăха аса илтерсе чуна ăшăтаççĕ.
Николай Владимиров, Шупашкар хула Пухăвĕн икĕ созыври депутачĕ, «Статус» юридици фирма директорĕ, ахаль çемьере çуралнă, хăйне валли хăй çул уçнă. Ашшĕпе амăшĕ, Николай Григорьевичпа Ольга Васильевна, нумай çул Шупашкарти электроаппаратсен заводĕнче тимленĕ. Пĕтĕм çĕршыври пекех çемье 90-мĕш çулсен йывăрлăхне, шалусем тÿлеменнин нушине тÿснĕ. Николая пĕчĕкренех ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ. Амăшĕ харăсах темиçе ĕçре тăрăшнă, ывăлĕ ăна пулăшнă. Ашшĕ çĕрпе туслаштарнă. «Çирĕп, тÿрĕ кăмăллă. Маншăн пĕтĕм чунне панă», – тет ун çинчен Николай Николаевич. Ашшĕ 2006 çулта пурнăçран уйрăлнă, ку – çав тери йывăр çухату.
Професси суйлавĕ
Ачалăхра тата çамрăклăхра Николай Николаевичăн пушă вăхăт пулман. 7-мĕш класчен музыка шкулĕнче аккордеонпа выляма вĕреннĕ, кайран – йывăр атлетика, самбо, дзюдо. Ачаранах хăнăхтарнă тепĕр юрату – истори, аваллăх пулăмĕсем тата геройĕсем. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл политикăпа студент чухнех кăсăкланма тытăннă.
Николай Николаевичшăн професси суйласси йывăр пулман – хăйне вăл тĕрĕсмарлăхпа кĕрешекен пек курнă. Çавăнпах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ.
4-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра «Право тата финанс пулăшăвĕн центрĕ» ТМЯО-на вырнаçнă. Çак юридици фирми пысăк квалификациллĕ пулас специалистшăн пуçламăш площадка пулса тăнă. Ку тапхăрта вăл çав тери паха опыт пухнă. Çавăнпа та кĕске вăхăтра çамрăк Шупашкарти «Вавилон» макаронпа кондитер фабрикине ертсе пыма тытăннинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Хыççăн вăл хăйĕн юридици компанине йĕркеленĕ тата ертсе пыма тытăннă.
Ĕç тата чун валли
«Студент çулĕсенче эпĕ ĕçлеме те, вĕренме те ĕлкĕрнĕ. Хам тĕрĕс çул суйланине ăнлантăм, – палăртать Николай Николаевич. – Гражданла право облаçĕнче юридици практикипе нумай çул ĕçлетĕп. Ку яваплă мисси – ман пата ыйтусене татса пама пулăшу ыйтма килеççĕ, шанăç хураççĕ, эппин, çынсен кăмăлне хуçмалла мар. Депутат ĕçĕ-хĕлĕнче те эпĕ хамăн суйлавçăсемпе йышăну пÿлĕмĕсенче куçа-куçăн курнăçма тăрăшатăп, ку яваплăха пулăшуçăсем çине тиеместĕп».
Паян ачалăхри пек ял пĕвинче сехетшер вăлтапа лараймăн – ĕç нумай. Анчах та депутатăн тата юридици фирмин директорĕн тулли графикĕнче çемйипе, ывăлĕпе пĕрле пулма яланах вăхăт тупăнать. Çемье хаклăхĕсем – пĕрремĕш вырăнта. Паллах, Николай Владимиров музыка пирки те манмасть. Сайрара, анчах алла аккордеон тытса вальссем, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене вылять. Ашшĕ ывăлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ. 27 çул каялла вĕсем иккĕшĕ Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче ялти садра çĕмĕрт лартнă. Халĕ Николай Владимиров ку сада хăйĕн ывăлĕпе пăхать. Çĕмĕрт кашни çуркуннех çурăлать. Çакă чĕрене савăнăç кÿрет.