Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци иртет

14 мая 2016 г.

Чăваш енре ВИЧ-инфекциллĕ çынсен хисепĕ 11–15 процент ÿснĕ. Чирлисене республикăн пур хулинче, районĕнче регистрациленĕ.

ВИЧ-инфекци ернĕ çыннăн сывлăхĕ хавшаса пырать, чир юлашки тапхăрта СПИДа куçать. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче, СПИДран вилнисене асăнмалли кун, Шупашкарти «Лакрей вăрманĕ» культурăпа кану паркĕнче 11 сехетрен тытăнса 13 сехетчен акци иртет. Çак мероприятие хутшăнакансем СПИДпа тата инфекци чирĕсемпе кĕрешекен тата профилактика ирттерекен республика центрĕн специалисчĕсене ыйтусем пама, «СПИД-инфо-Ч» хаçат илме, ята кăтартмасăр анкета мелĕпе ирттернĕ тĕпчеве хутшăнма пултараççĕ.

Ыйтусем пулсан çавăн пекех СПИДпа тата инфекци чир-чĕрĕпе кĕрешекен тата профилактика ирттерекен республика центрне кайма пулать. Адресĕ, Шупашкар хули, Ленин урамĕ, 32 А çурт.

Врач-специалистсем патне 62-41-10 телефонпа шăнкăравласа е электронлă регистратура урлă çырăнма пулать.

Ирина КОЧЕРОВА,

СПИДпа тата инфекци чирĕсемпе кĕрешекен тата профилактика ирттерекен республика центрĕн

уйрăмĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика