14 мая 2016 г.
Чăваш енре çемье ыйтăвне яланах пысăк тимлĕх уйăрнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла палăртнă, «Тăван йăваран хакли нимĕн те çук», теççĕ халăхра. Эпир хамăр тăван ен çутă ырăлăхпа тултăр, унта çынсем хăйсен çемйисене чи хаклă мул пек упраса, мирлĕ те килĕшÿллĕ пурăнччăр тетпĕр. Мĕншĕн тесен çирĕп те туслă çемьене нимĕнле инкек-синкек те хăратаймĕ». Ĕç тăвакан влаçпа вырăнти хăйтытăмлăх органĕ умне лартнă задачăсенчен пĕри вăл – çемьесене çирĕплетме пулăшакан мерăсен комплексне ĕçе кĕртни. Çемьесене çирĕплетес тĕллевпе пирĕн республикăра мĕн тăваççĕ? Ку тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева хуравлать.
– Надежда Викторовна, эпир пурте лайăх ăнланатпăр, çемьесем мĕн чухлĕ çирĕпрех, çĕршыв та çавăн чухлĕ вăйлăрах. Çемье ыйтăвĕ демографи лару-тăрăвĕ çине те витĕм кÿрет. Сирĕн министерство ку ыйтусемпе мĕнлерех ĕçлет?
– Гражданлăх тăрăмне палăртакан актсене патшалăх регистрацийĕ тăвасси – РФ субъекчĕсене шанса панă полномочи. Пирĕн республикăра ку тивĕçсене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çине хунă. Ку задачăна ЗАГС органĕсем пурнăçа кĕртеççĕ.
Министерство тата ЗАГС органĕсем çемье хаклăхĕсене упрас тата çемьесене çирĕплетме май паракан мел-меслетсене пропагандăлас тĕллевпе пысăк ĕç тăваççĕ. Иртнĕ çулталăкра ку енĕпе 3 пин мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Республикăри кашни районпа хулари ЗАГСрах çемьесене çирĕплетме пулăшакан тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, темиçе ăру çыннисен тĕлпулăвĕсем, çемье чăмăртаннăранпа юбилейлă çул çитнине – 50, 60, 65 çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене – чысласси, нумай ачаллă çемьесен тĕлпулăвĕсем, çамрăк мăшăрсен пĕрлехи уявĕсем, амăшĕн (çемье) капиталĕсен сертификатне савăнăçлă лару-тăрура парасси, тин çуралнă пепкесене ят хурасси, çемье çавăракан мăшăрсене регистрацилесси тата ытти те.
Вĕсенче уçă алăксен кунĕсене, «çемье пурнăçĕн урокĕсене», «çавра сĕтел» хушшинчи çамрăксемпе çемье темипе диспутсем, калаçусем, йĕркелесси йăлана кĕнĕ.
– Çамрăксене илсе кăтартмалли чи витĕмлĕ тĕслĕх вăл – чылай çул пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем. Практикăра ку меслетпе усă кураççĕ-и?
– Çапла, ĕмĕр пĕрле çума-çумăн пурăнакан мăшăрсене тата çамрăк çемьесене пĕрлехи тĕлпулусене чĕнсе чыслани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕмлетĕвĕ яланах пĕр евĕрлĕ, çемьере пурăнакан çын чăннипех телейлĕ, чун-чĕререн юратса суйласа илнĕ мăшăртан, юрату «çимĕçĕсенчен» – ачасенчен – хакли çĕр çинче нимĕн те çук. Çавăнпа пурнан пурнăçра сиксе тухакан йывăрлăхсене пĕрле туслăн парăнтарса пырсан, пĕр-пĕрне каçарма пĕлсен, кĕвĕçмесен, кил-йышри лăпкăлăхпа канлĕхе упрама пултарсан çемье пурнăçĕ ĕмĕр тăсăласса шанма пулать. Мăшăрланнăранпа юбилейлă çул кĕтсе илекен упăшкисемпе арăмĕсене савăнăçлă лару-тăрура чыслани паха опыта çамрăксен хушшинче сарма пулăшать.
2015 çулта республикăра 823 мăшăра çавăн пек чыслă лару-тăрура паллă кун ячĕпе саламланă.
– Ку мероприятисен кăтартăвĕ мĕнлерех?
– Ырă çимĕçе темиçе çул хушшинчех кĕтсе илеймĕпĕр-ха. Çакнашкал витĕмлĕ улшăнусене 10 е ытларах çул тăрăшсан курма пулатех тесе шутлатпăр. Çапах малтанхи пĕтĕмлетÿсем хавхалану кÿреççĕ. Юлашки темиçе çул хушшинче мăшăрсем уйрăлса кайнă тĕслĕхсем ÿссе пыни палăрнă пулсан, иртнĕ çул, 2014 çултипе танлаштарсан, çемьесем арканасси 17 , чакнă.
Раççей тата Атăлçи федераци округĕн шайĕпе пăхсан, 1000 çын пуçне мăшăрсем уйрăлни пирĕн республикăра – чи сахалли. Ку, паллах ĕнтĕ, пирĕн çемьесен тымарĕсем çирĕпреххи, мăшăрсен кăмăл-сипет пахалăхĕсем шанчăклăраххи çинчен калать.
– Надежда Викторовна, пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?
– Чăваш енре çемье институтне çирĕплетес тĕллевпе тытса пыракан патшалăх политики – тĕрĕс çул-йĕр çинче. Республика Пуçлăхĕ те çемье ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕхпе пăхать.
Çитĕнекен ăру çине те витĕмлĕрех пăхмалла пирĕн, вĕсем – шăпах пулас амăшĕсемпе ашшĕсем. Çавăнпа ача тулли, лайăх çемьере ÿсни темрен те паха. Ача хăйĕн ашшĕ-амăшĕнчен, аппăшĕпе пиччĕшĕнчен ырă тĕслĕх илсе ÿстĕр, вăл хăйĕн çемйине, ашшĕ-амăшне хисеплетĕр. Çапла пултăр тесен, ача ашшĕ-амăшĕн юратăвне, хăй çемьене кирлĕлĕхне туйса тăтăр, çемье татулăхĕпе килĕшÿлĕхне хăй тÿпине хывтăр.