Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллă икĕ çул пĕр сукмакпа утаççĕ

14 мая 2016 г.

Аллă икĕ çул пĕр сукмакпа утаççĕ

Урампа пынă чух асăрхарăм Вăрнарти Ольга Шишкинана.

– Тăвана ăсатса яма тухрăм. Хăнана килчĕ те – пĕр-пĕринпе чылай калаçса лартăмăр. Чуна çывăх çынна тĕл пулсан çавăн пек ĕнтĕ вăл,  – ăнлантарчĕ вăл.

Сăмах çине сăмах – калаçу çăмхи сÿтĕлсех пычĕ. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче ырă йĕр хăварнă самантсене уçса пама хирĕçлемерĕ.

– Эпĕ мăшăрпа Германпа пĕрлешнĕренпе кăçалхи март уйăхĕнче 52 çул çитрĕ, – терĕ тăруках вăл. – Унпа çавăн чухлĕ вăхăт пурăнасси пирки тĕлĕкре те тĕлленмен.

Пулас мăшăрпа паллашасси ăнсăртран пулса тухнă. Хĕр, сутуçăна вĕренсе тухнăскер, Вăрнарти вуннăмĕш лавккара ĕçленĕ. Çав вăхăтра Герман Шишкин тĕрлĕ тавар туянас тĕллевпе ун патне пĕрре мар кĕрсе тухнă. Хайхискерсем калаçса кайнă. Каччă Челябинск облаçĕнче ĕçлесе пурăннине, отпуск вăхăтне вара Вăрнарта ирттерме кăмăл тунине пĕлтернĕ. Ольгăна хăйĕнпе пĕрле пыма ыйтнă. Хĕршĕн çакă кĕтменлĕх пулса тухнă, ара ăна качча тухма ыйтать-çке.

– Эсир хирĕçлерĕр-и?

– Çук, – кĕскен пулчĕ хурав. 

– Пĕр-пĕрне лайăх пĕлмесĕрех пĕрлешнĕ эппин.

– Тĕрĕсех. Лавккара паллашиччен пĕр-пĕринпе хире-хирĕç тăрса та курман. Шухăшламан çĕртенех çемьеллĕ пулса тăтăм. Хамăн пурнăçа Германпа çыхăнтарни маншăн пысăк телей тетĕп. Çемье лавне пĕрле туртнă чух темĕн те куратăн, апла пулин те ку таранччен пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каламан, ялан ăнланулăха мала хунă. Пĕр сăмахпа, иксĕмĕр хушăра килĕшÿ кăна пулнă, – терĕ Ольга Шишкина.

– Килĕштернĕ хĕре хамран вĕçертмерĕм, паллашнă хыççăн çич-сакăр кунран Ольгăна Челябинск облаçне илсе кайрăм. Коркино хулинче пурăнма пуçларăмăр. Пире, çамрăк мăшăра, икĕ пÿлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтерчĕç, – калаçăва хутшăнчĕ Герман Семенович.

Вăхăт малалла шунă май икĕ çынна пушшех çывăхлатаканни ача пулса тăнă. Пĕри килнĕ çут тĕнчене, унтан – тепри... Ывăлпа хĕре пăхса çитĕнтерессишĕн ашшĕпе амăшĕ вăй-халне шеллемен. Мĕнпур йывăрлăха çĕнтерсе пырса иккĕшне те ура çине тăратнă вĕсем, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Шел пулин те ывăлĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Хĕрĕ Ирина вара Мускавра тĕпленнĕ, пĕр шкулта учительте ĕçлет. Отпуск вăхăтĕнче вăл çулсерен ашшĕ-амăшĕ патне килет. Герман Семеновичпа Ольга Николаевна халĕ иккĕшех пурăнаççĕ, килти хуçалăхри ĕçсене шăкăл-шăкăл калаçса пĕрле тăваççĕ.

– Эпĕ Челябинск облаçĕнче шахтăра çирĕм çичĕ çул ĕçлерĕм. Зоя вара кантăксем тăвакан заводра стакан тунă çĕрте вăй хучĕ. Кану мĕнне пит пĕлсех кайман эпир, пурнăç тăвассишĕн тăрăшнă. Халĕ вара канлĕ пурăнатпăр, – калаçăва тăсрĕ Г.Шишкин.

– Ял çынни ахаль ларма пултараймасть-ха ĕнтĕ...

– ,ç сывлăха çирĕплетет, çавăнпа та кил таврашĕнче куллен кĕштĕртететпĕр, – пĕлтерчĕ 77-ри ватă.

Шишкинсем 1985 çулта Челябинск облаçĕнчен Вăрнара куçса килнĕ. Уйрăм çынран  йывăç пÿрт туяннă. Ольга Николаевна лавккана сутуçăна ĕçе вырнаçнă пулсан, Герман Семенович «Ромашка» садикре кочегарта тимлеме пуçланă. Килти хуçалăхра ĕне те тытнă. Строительствăпа та аппаланнă, гараж, мунча, сарай тунă, çавăн пекех пÿрте те çĕнетнĕ.

– Яланах малалла талпăннă, ĕçленине кура нихăçан та выçăллă-тутăллă пурăнман. Халĕ акă пенси вăхăтра илетпĕр. Çук, паянхи саманана хурламастăп. Ĕçлекеншĕн ĕç тупăнатех, – терĕ 74-ри Ольга Шишкина.

– Çул хыççăн çул хыçа юлса пыни шухăшлаттармасть-и?

– Вăхăта тытса чараймăн, пурте ватăлатпăр вĕт. Мăнуксем иккĕ. Йăх тымарĕ малаллах тăсăлать. Çакă та савăнтарать.

Шишкинсемпе чылайччен сăмах вакларăм. Уйрăлас умĕн, çумра фотоаппарат пуртан, мăшăра юнашар тăратса асăнмалăх сăн ÿкертĕм. Вĕсем хăйсене хисепе хунăшăн хĕпĕртенине пытармарĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика