Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнсăртран вилĕмрен çăлăнтăм

07 мая 2016 г.

Совет Çарне эпĕ 1957 çулхи юпа уйăхĕнче кайрăм. Белоруссири Пуховичи хулинче карантин вăхăтне ирттернĕ хыççăн пире Германие, Людвигслуст хулине вĕренÿ батальонне вырнаçтарчĕç. Кунта Т-34 танкри радист-заряжающи пулма 10 уйăх вĕрентрĕç. Кĕçех полксем тăрăх салатрĕç. Эпĕ Пархим хулинчи танк полкне лекрĕм. Мана батальон командирĕн экипажне çирĕплетрĕç. Ку полкпа Магдебург тата Альтенграбов полигонĕсенче çапăçура усă курмалли снарядсемпе переттĕмĕр.

Октябрь вĕçĕнче (1959 ç.), Магдебург полигонĕнчен ăнăçлă таврăнсан, çарти вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунă тесе полкран тăватă салтака 10 кунлăх отпуск пачĕç. Эпĕ ноябрь пуçламăшĕнче çула тухрăм. Отпускран таврăннă вăхăтра палланă Латви хĕрĕ (çырупа çыхăну тытнăскер) йăлăнсах хăй патне кĕрсе тухма тархасланăччĕ. Шел, эп ниепле те вăхăт тупаймарăм. Магдебург урлă хамăр чаçе ирхине персе çитрĕм. Салтаксем пурте вĕренÿре. Эпĕ чÿрече умĕнчи хамăн койка çумĕнче хывăнса-саланса тăратăп. Алăк уçса тухнă самантра хыçалта кантăк куçĕ чанклатни хытах илтĕнчĕ. Çаврăнса пăхмарăм-ха. Каялла кĕнĕ чух асăрхарăм: манăн койка урлă йăлтăр-йăлтăр çуталса вĕтĕ-вĕтĕ кантăк тĕпренчĕкĕн йĕрĕ выртать. Икĕ хутлă кантăк шăпах ман пуç çÿллĕшĕнче пăч шăтнă. Тем туххăмра кун çинчен дежурнăй офицера пĕлтертĕм. Полкра чан çапса ячĕç: «Тревога!» Салтаксене хыпăнтарса, занятисене пăрахăçларĕç, контрразведчиксем персе çитрĕç. Хĕвеланăç Германи представителĕсене чĕнсе илчĕç.

Пирĕн казарма умĕнчи плац хыçĕнче, 150 – 200 метрта, хÿме леш енче, нимĕçсен пурăнмалли виçĕ хутлă çурчĕсем. Мана çав çуртсенчи пÿлĕмрен тĕлленĕ. Юрать-ха эп çăвăнма хатĕрленсе япаласене пуçтарнă вăхăтра хускалмасăр тăман: пĕшкĕннĕ, кумнă. Алăк уçнă чух çурçĕр енчи хваттертен тĕплĕн тĕллесе пеме тĕттĕмрех. Çак сăлтавсене пула нимĕç хăй шутланă пек шанчăклăн переймен. Фашист (кун пирки эп иккĕленмен) вилĕм шыранă авăкра аллисем те чĕтренĕ пулĕ...

Тепĕр кунне, тăна кĕнĕ май, ăшчик хумханма пуçларĕ: яланах сыхă пулмалла-çке! Атте 1941 çулта фашист аллинчен хытă аманнă хыççăн кĕçех хыпарсăр çухалнă. Эпĕ те нимĕç аллинчен пĕтеттĕм вĕт! Германире пуçа çухатма пултарнă. Пĕччен аннем тăлăха юлатчĕ. Юлташсем, кăмăллă хĕрсем мĕн калатчĕç; Шăпам шеллерĕ, ахăртнех. Ăнсăртран килнĕ ăнăç-телей ĕмĕрлĕхех куçăм хупăнасран сывă хăварчĕ.

Тревогăпа ĕç мĕнле вĕçленнине эпир, салтаксем, тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлеймерĕмĕр.

Салтакăн ГДРти кăткăс пурнăçĕ маншăн йывăр пулман. Ачаран хытă ĕçлесе, физкультурăпа спорта юратса, йывăрлăхсене çăмăллăн çĕнтернĕ. Çарти службăна мăнаçланса, ырă туйăмпа кăна аса илетĕп.

Каярахри, хальхи вара хытах кулянтарать. Сутăнчăк Герби Берлин стенине провакацилле майпа çĕмĕрттернĕ хыççăн (çав хÿме хăй вăхăчĕпе пурпĕрех ишĕлетчĕ, куçран çухалатчĕ, халăхсене мирлештерекен акципе вĕçленетчĕ) тĕнчере унта та кунта çĕнĕ хÿмесем хăпарса ларчĕç. Анăçра, авă, анлăшĕпех куçакан халăхран – мигрантсенчен – йĕплĕ пралуклă стенасем карса хÿтĕленесшĕн, хамăрпа кÿршĕллĕ («тăванла!» теттĕмĕр) Украинăра та çавнашкалах, хÿме çĕклеме хăвачĕ çитменрен халлĕхе траншейăсем чавса картланасшăн. Фашизм террор патшалăхĕ туса хурасси таранах пуç çĕклерĕ. Хăватлă, эффективлă, çĕнĕ форматлă патшалăха – ГДРа Анăçа юридици тĕлĕшĕнчен никĕслемесĕр сутса янăран, Варшава Договорне ухмахла аркатнăран, Гитлера çапса хуçнă çĕнтерÿçĕ-Çара Тухăçри зонăран юри тенĕ пек намăслантарса тем туххăмра Урал таран çара уй-хире кайса янăран çапла пулса тухрĕ. Германире Совет Çарĕн куçман пурлăхĕ кăна 400 миллиард долларлăх тăрса юлчĕ. Совет Союзĕн Европăри чи хăватлă ракетисене утиле ăсатрĕç. НАТО Раççее сăмса умне килсе хупăрларĕ.

Шутлатăп та, ашшĕ Атăл хĕрринче пуçне çухатнă нимĕç мана Сталинградшăн тавăрасшăн пулнă. Ăна, захватчик, оккупант ачине, ашшĕ Совет Союзне хирĕç çапăçнă тесе, ман пенсирен виçĕ хут пысăкрах пособи тÿлеççĕ. Германире законĕ çавнашкал.

Василий ПЕТРОВ,

Шупашкарти агрегат завочĕн Хисеплĕ ветеранĕ.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика