27 апреля 2016 г.
Вăрнарта пурăнакан Виталий Львовăн çак сăмахĕсенче суеçтерни çук. Ывăлĕсем, Никитăпа Дима, кĕрешÿ енĕпе çулталăкне темиçе тĕрлĕ турнирта та палăраççĕ. Нумайăшĕнче – чемпионсем пулнипе.
Çак кунсенче ак Никита республикăри тепĕр ăмăрту çĕнтерÿçи пулса тăнă – Красноармейскинче воин-интернационалистсене асăнса ирттернĕ турнирăн чи çÿллĕ пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.
Юлташĕсем те япăх мар ăмăртнă. Никита Александров та – ылтăн призер. Илья Алексеев, Алексей Тимофеев, Денис Федоров бронза медальсене тивĕçнĕ. Тăваттăшĕ те Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренеççĕ.
Канмалли кунсенче кĕршÿçĕсен тепĕр ушкăнĕ СССР спорт мастерĕ Владимир Николаевăн 70 çулхи юбилейĕ ячĕпе йĕркеленĕ турнирта тупăшнă. Санарпуç каччисем унта – Саша Васильев иккĕмĕш, Алексей Антонов виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
С.СВЕТЛОВА.