27 апреля 2016 г.
Вăрнарта пурăнакан Валерий Наумовăн шашка енĕпе тунă çитĕнĕвĕсене каласа пĕтерме те çук. Нумаях пулмасть СССР спорт мастерĕ Марий Эл Республикинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта палăрнă.
«Атăл тăрăхĕн çăлтăрĕсен» тупăшăвне Раççейĕн сакăр регионĕнчи 29 спортсмен хутшăннă. Вăл шутра – ултă спорт мастерĕ.
Пирĕн ентеш – Валерий Петрович Наумов Чăваш ен командине мала тухма пысăк тÿпе хывнă, пĕтĕмĕшле зачетра чăвашсем – пĕрремĕш вырăнта.
Уйрăм зачетра та лидерсем – чăвашсемех. Валерий Наумов – кĕмĕл призер.
Спорт мастерĕн канма вăхăт çук. Çак кунсенче вăл Тутарстанра, Патăрьелĕнче иртекен турнирсене хутшăннă. Май уйăхĕн 8-мĕшĕнче вара мĕнпур шашка-шахмат тусне хăй парнисемшĕн иртекен турнира – Вăрнара йыхравлать.
С.СВЕТЛОВА