27 апреля 2016 г.
Кăкшăм тăрăхĕнчи уй-хир пушă выртни, унта техника кĕрлевĕ илтĕнменни Вера Дмитриеван чĕрине сăнă пырса тăрăннă евĕр ыраттарнă. Çавăнпах чăтăмлăхĕ пĕтнĕ унăн, хуçалăх йĕркелесе яма шутланă. Малтанах шикленнĕ: ара, йывăр тилхепене тытса пырасси нушаллă-çке. Техники пулсан та ĕçлеме çынсем кирлĕ. 2014 çулта хăюлăх çитерсе фермер пулса тăнă.
Хĕрарăма çĕнĕ ĕçре пулăшакан та тупăннă: ку тăрăх çынни, Канашра ĕçлесе пурăнакан Владимир Тимофеев. Иккĕшĕ пĕр шухăшлă пулни ура çине тăма пулăшнă: техника туяннă, пушă выртакан çĕрсене арендăна илнĕ тата ытти те. Çапла ĕç-пуç малалла кайнă. Пĕлтĕр акă кĕрхи тулă 160 гектар акса хăварнă. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене 600 гектар майлă акма пăхнă. Çуракине вара хуçалăхра тĕплĕн хатĕрленнĕ: мехпаркри техникăна юсанă, вăрлăхпа удобрени çителĕклĕ хатĕрленĕ. Элита вăрлăх виçĕ тонна туяннă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем енчен те йывăрлăх пулмĕ.
– Ĕç ăнăçлăхĕ механизаторсенчен нумай килет. Уй-хире тухакан техникăна тĕрĕслеве хатĕрлесе кашни юсав ĕçĕсене тĕплĕн ирттерчĕç. Çуракине тăватă техника тухĕ. Пурте вĕсем урапаллисем. Хĕрÿ тапхăрта икĕ сменăпа ĕçлеме палăртнă. Çапла вара уй-хиртен кăнтăрла та, каçхине те агрегатсен шăв-шавĕ татăлмĕ, – терĕ В.Дмитриева ертÿçĕ.
Ĕççи вăхăтĕнче механизаторсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитерĕç. Хальлĕхе ятарласа столовăй çук, çавăнпа уйрăм çын патĕнче пĕçерме тивет. Апла пулин те тутлă та техĕмлĕ апат хатĕрлеççĕ. Хуçалăхра ячĕшĕн тенĕ пек вăй хуракан çук. Кашни хăйне шанса панă ĕçе чун хушнипе, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. ,çре тăрăшуллисене ăшă сăмахпа кăна мар, укçа-тенкĕпе те хавхалантараççĕ. Шалу мĕн чухлĕ илесси йăлтах хăйĕнчен килет, тĕп вырăнта дисциплинăна пăхăнни тата панă задание вăхăтра пурнăçлани пулмалла.
В.Дмитриева фермер Кăкшăм тăрăхĕнчи çамрăксене ырăпа асăнчĕ. Вĕсем хуçалăха чылай пулăшу кÿреççĕ: утă вăхăтĕнче уйра, уй-хирти тырра вырма тытăнсан йĕтем çинче тăрăшаççĕ.
Арендăна илнĕ май пай çĕрĕсемшĕн ял халăхне тырă параççĕ. Ыйтсассăн утăпа та тивĕçтереççĕ. Хуçалăхра мехпаркра кузница тунă, унта хăш-пĕр станоксене вырнаçтарса лартнă. Тырă складĕнчи урая улăштарнă. Умри тĕллевсенчен пĕри – çитес çул мини-ферма тума пуçласси.
– Владимир Тимофеев çĕр ĕçне юратнăран хуçалăха чылай пулăшу кÿрет. Хальлĕхе тупăш пирки шутламалли çук, мĕншĕн тесен çĕнетмелли нумай. Тĕллевсем пысăк, ĕмĕтсем те çутă. Тăрăшсан, мĕн акса-лартнине тухăçлă туса илсен ăнăçу пуласса шанатăп, – пĕлтерчĕ Вера Дмитриева.
Уншăн халĕ кашни сехет хаклă. Сăлтавĕ паллă: хĕрÿ тапхăр пысăк тимлĕх ыйтать. Ертÿçĕн хастарлăхĕ вара çăлкуç пекех тапса тăрать.
Юрий КОРНИЛОВ.