27 апреля 2016 г.
Шел те, хăш-пĕр çынсем шăпах çапла шутлаççĕ – вăрман хĕррисене тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тултараççĕ.
Вăрнарти унччен лицей пулнă территорире пурăнакансенчен каллех çивĕч сигнал килчĕ: «Кунталла каякан çул хĕррине водительсем намăс-симĕсе пăхмасăр çÿп-çап пакечĕсем ывăтса хăвараççĕ». Пĕрне алăранах ярса тытнă. «Кунта – вăрманта, никам та курмасть тесе шутларăм», – тÿрре тухма тăрăшнă иккен вăл.
Унашкал чыссăр шухăшлисем тата нумаййăн пулнине лицеялла каякан çул тăршшĕпех курма пулать: пластмасс эрех-сăра кĕленчисем, тĕрлĕ пакетсем, йывăç ещĕксем, михĕсем, строительство материалĕсен юлашкийĕсем...
Пĕр пакета кунта пурăнакансем уçса пăхнă. Тавралла сапаланнă хутсем çутçанталăка юратман, хисеплемен çыннăн ятне аван кăтартаççĕ. Чи тĕлĕнмелли – çÿп-çап тĕркемĕн «авторĕ» хамăр районтан пулманни. Шкул ачин тетрачĕ, газшăн тÿленин квитанцийĕ çинче Йĕпреç районĕнчи адрес...
Çынсен чунсăрлăхĕпе, чун-чĕри чухăнлăхĕпе çырмасенче, вăрмансенче «çырăнакан» килпетсĕр ÿкерчĕксен ыйтăвĕ пирки пĕрре кăна çырман. Кĕркунне «Çĕр асапланать. Çын чунсăрлăхне пула...» статья хыççăн поселокра пурăнакансем те, ялсенчисем те пĕри те тепри хăйсем патĕнчи тасамарлăха ÿкерсе хаçатра пичетлеме ыйтрĕç.
Шел те, çутçанталăка сиен кÿни, тавралăха варалани çинчен шухăшлама пĕлмен çынсене сăмахпа калани витермест. Пирĕн çынсене укçапа айăплани кăна тăна кĕртет пулĕ. Тĕрĕссипе, урамсенче, вăрмансенче, çырма-çатрасенче чыссăрлăх йĕрĕсене пĕтерес тесен халăхри ăнлава улăштармалла. Çÿп-çап вырăнĕ вăрман тесе шутлани вара шалт тĕлĕнтерет.
Ытти çĕршывсенче çÿп-çапшăн пысăк штрафсем хунине çырнăччĕ. Ку опыт пирĕн патра сарăлсан тем пекехчĕ. Ун чухне кăна çĕр-аннемĕр уççăн сывласа ярĕччĕ...
Светлана ЧИКМЯКОВА.