Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Коллекторсене çирĕп асăрхĕç»

27 апреля 2016 г.

Раççей Патшалăх Думи Административлă правăсем çинчен калакан кодекса кĕртнĕ улшăнусене пĕрремĕш вулавпа йышăннă. Вăл коллекторсене парăмсем шыраса илнĕ чухне граждансен прависене хÿтĕлес законодательствăна пăснăшăн явап тыттарас тĕллевлĕ.

Тĕрлĕ шăв-шав çĕкленĕ коллекторсем çинчен калакан саккун проекчĕ пирки РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова каласа кăтартать: «Депутатсем ку темăпа альтернативлă 10 пуçару сĕннĕ. Коллектор кантурĕсене вуçех хупас сĕнÿсем те пулнă. Анчах та ку урăх проблемăсене çуратать. Пĕтĕмĕшле пĕрремĕш вулавра Федераци Канашĕн спикерĕ Валентина Матвиенко тата РФ Патшалăх Думин спикерĕ Сергей Нарышкин, тата вĕсен финанс комитечĕсен ертÿçисем Сергей Рябухинпа Николай Гончар хатĕрленĕ проекта йышăннă. Юлашки вăхăтра коллекторсем ирĕклĕн хăтланнă тĕслĕхсем нумай пулчĕç. Йывăр преступлени тунисене пăркăчламалла. Анчах та коллектор организацийĕсем, юрсăпатсем хăйсен ĕçченĕсемшĕн нимĕнле явап та тытмаççĕ. Саккун проекчĕ çак яваплăха ĕçе кĕртме хистет».

Парăма тавăрнă чухне коллекторсем саккуна пăснăшăн должноçри çынна 20 пин тенкĕрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран административлă штраф хума е 6 уйăхран пуçласа çулталăк таран дисквалификацилеме, юридици сăпатĕнчи çынсене – 50 пин тенкĕрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран штраф хума е ĕç-хĕле 90 талăк таран чарса лартма палăртнă.

Алена Аршинова сăмахĕсемпе, саккуна йышăннă хыççăн Раççейре çĕнĕ ăнлав – «профессионаллă шыраса илекенсем» – çуралать. Çавăн пекех вĕсене асăрхаса тăракан пĕрлехи уполномоченнăй орган пулĕ. Коллектор ĕçне тытса пыма компанин 10 млн тенкĕрен кая мар актив пулмалла тата парăмçăсем умĕнчи яваплăха 10 млн тенкĕрен кая мар страхламалла.

Çĕнĕ саккун граждансене хÿтĕлĕ. Коллекторсен вĕсене канмалли, уяв кунĕсенче кансĕрлеме, ĕç кунĕсенче кунне пĕрре кăна тата эрнере икĕ хутран ытла мар шăнкăравлама юрĕ. Парăм пур çынсем пирки Интернета информаци вырнаçтарма, çуртсем çине, подъездсенче çырма юрамасть.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика