27 апреля 2016 г.
Пурнăçри тĕрлĕ лару-тăру тĕлĕшпе ыйтăва татса пама, харпăр хăй правине хÿтĕлеме нумай чухне квалификациллĕ юрист пулăшăвĕ кирлĕ. Юлашки вăхăтра республикăра юридици тивĕçтерĕвне ыйтакансен шучĕ ÿснĕ.
Нормативлă право бази тăтăшах ÿссе тата йывăрланса пыни юристсем умне те йывăрлăхсем кăларса тăратать, мĕншĕн тесен паянхи условисенче пĕр вăхăтрах правăн тĕрлĕ отраслĕнче лайăх специалист пулма йывăр.
Лайăх юрист пулăшăвĕ хаклă тăни пурне те паллă. Анчах та çыннăн уншăн тÿлеме май çукки вăл квалификациллĕ юридици пулăшăвĕсĕр юлассине пĕлтермест.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика çыннисен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессине, влаç органĕсен граждансен хăтлăхĕшĕн ĕçлемеллине тĕп вырăна лартать. Çавăнпах ĕнтĕ 2012 çулта социаллă хÿтлĕхсĕр категорири çынсен ыйтăвĕсене шута илсе «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен» саккун йышăннă.
Федераци шайĕнче ку пулăшупа граждансен 27 категорине тивĕçтереççĕ пулсан, Чăваш Республикинче – 33 категорие. Ку йыша Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, I тата II ушкăнри инвалидсем, тупăш сахал илекен, нумай ачаллă çемьесем, инвалид-ачасем, тăлăх ачасем тата ыттисем те кĕреççĕ.
2015 çулта Чăваш енре ку правăпа ытларах I тата II ушкăнри инвалидсем, инвалид-ачасен тата тăлăх ачасен представителĕсем, нумай ачаллă çемьесем усă курнă. Çак тĕллевпе пĕлтĕр республика бюджетĕнчен 1 млн ытла тенкĕ тăкакланă. Адвокатсен тÿлевсĕр пулăшăвне 1000 ытла çын илнĕ.
Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ шутне консультаци пани; тавăç тата ытти заявленисене, çăхавсене, хÿтте кĕрсе çырнисене, çавăн пекех право сĕмĕллĕ ытти документсене хатĕрлеме пулăшни; граждансен интересĕсене судсенче, патшалăх тата муниципаллă органсенче, организацисенче хÿтĕлени кĕрет.
Кунашкал пулăшăва адвокатсем çеç мар, ĕç тăвакан влаç органĕсем тата вĕсене пăхăнакан учрежденисем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем те кĕреççĕ. Иртнĕ çул ку мелпе 9 пин ытла çынна пулăшнă.
Тĕплĕ информацие Чăваш Республикин Адвокат палатинче (тел. 22-66-63), Юстици министерствинче (тел.: 62-33-53, 64-20-70) ыйтса пĕлме пулать.
Вăрнар районĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе Наталия Петрова адвокат йышăнать. Адресĕ: Вăрнар пос., Советски ур., 18-мĕш çурт. Телефон 2-50-00.
Светлана ЧИКМЯКОВА.