23 апреля 2016 г.
Саратовра «Единая Россия» партин «Раççейĕн паянхи ялĕ» тематика форумĕ иртнĕ. Чăваш енрен унта Чăваш ен Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ, комитет председателĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин Шупашкар уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов хутшăннă.
Форума 2 пине яхăн делегат пухăннă – партин пуçламăш, вырăнти тата регионсенчи уйрăмĕсен представителĕсем, аграрисем, ученăйсем, экспертсем, общество организацийĕсен представителĕсем, чиновниксем. Вĕсем агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн çул-йĕрне, ялти халăха ĕçпе тивĕçтерессипе, сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентÿпе тата социаллă хÿтлĕхпе çыхăннă ыйтусене, çавăн пекех журналистикăн ял аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне сÿтсе явнă. Апат-çимĕçпе çыхăннă хăрушсăрлăх тĕп темăсенчен пĕри пулнă.
Ялсенчи шкулсен строительствин ыйтăвне те çĕкленĕ. Аса илтерер: партин çак проектне парти председателĕ, РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев пуçарнипе хута янă. Демографи ÿсĕмĕн хумĕ, нумаях пулмасть кăна ача сачĕсенче палăрнăскер, объективлă майпа шкулсене куçать. Программа валли уйăракан укçа питĕ пысăк – икĕ триллион тенкĕ ытла. Укçан малтанхи пайĕ çывăх вăхăтра регионсене çитĕ. Çав шутра – Чăваш ене те.
Форумăн пĕтĕмлетÿллĕ пĕрлехи ларăвне Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн председателĕ Дмитрий Медведев хутшăннă. Форум кăтартăвĕсем тăрăх агропромышленноç комплексне аталантарас енĕпе партин суйлав умĕнхи программине кĕртмелли сĕнÿсем хатĕрленĕ. Хăш-пĕр сĕнÿ РФ Правительствин тата регионсен влаçĕсен кун йĕркине кĕнĕ те ĕнтĕ.
Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, форумра 40 ытла сĕнÿ пулнă, аграри форумĕ регионсен опычĕ ялсене çĕклессинче пысăк вырăн йышăнать.