23 апреля 2016 г.
Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава (Владимир Викторович Кедров) ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 85 çул тултарнă. Владыкăна юбилей ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул суннă. Вырăс Православи чиркĕвĕшĕн, чăваш халăх ырлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав тунă.
Варнава митрополит Рязань облаçĕнчи Высокое ялĕнче çуралнă.
12 çулти Владимир пирки православи тĕнне ĕненекен Пелагея Рязанская арçын ача çитĕнсен пысăк çын пулассине каланă. Пĕррехинче Владимир Кедров пушхирте пурăнакан Георгий схиманаха тĕл пулнă. Вăл çамрăка малашлăхра архиерей пулатăн тесе каланă. Схиманах сăмахĕ тÿрре килнĕ.
1955 çулта Владимир Кедров çветтуй Варнава ячĕпе манаха кĕрет. Варнавăна 1976 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар тата Чăваш епископне лартнă. Ăна 1984 çулта архиепископ, 2001 çулта митрополит ячĕсене панă.
Варнава Владыка Шупашкар кафедринче ĕçлеме пуçласан арканнă çичĕ мăнастире юсаса çĕнетнĕ, 210 ытла чиркÿ прихучĕ, Шупашкарти тĕн училищи уçăлнă.
Варнава митрополит пилленипе Шупашкар тата Чăваш епархийĕнче сектăсемпе кĕрешме православи-миссионер центрне уçнă. Митрополит тăрăшнипе Шупашкарăн историллĕ пайĕ илемленнĕ.
Варнава митрополит нумай хисеплĕ ята, орден-медале тивĕçнĕ.