23 апреля 2016 г.
Чăваш енри Раççей Федерацийĕн 7-мĕш суйлаври Патшалăх Думин суйлавĕн малтанхи сасăлавне хутшăнакан кандидатсене регистрацилесе пĕтернĕ. Кун пирки «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов пĕлтернĕ.
Тĕп суйлав умĕнхи малтанхи сасăлав çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртет. Николай Малов палăртнă тăрăх, Патшалăх Думин депутачĕ пулас текен 44 çынран 61 заявка йышăннă, çак шутран 41 заявкăна регистрациленĕ. Канаш округĕнчен – 9, Шупашкар округĕнчен 14 кандидата шута илнĕ. Çак йышра хальхи вăхăтра тĕрлĕ шайра депутат тивĕçĕсене пурнăçлакансем те пур: Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, Ирина Клементьева, Николай Владимиров, Ильяс Калмыков. Вĕрентÿ сферинчен Алексей Судленковпа Инна Исаева, сывлăх сыхлавĕнчен Алла Самойловăпа Юрий Зорин малтанхи сасăлава хутшăнма кăмăл тунă.
Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн кандидатсен дебатсене хутшăнмалла.