Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа сÿтсе яврĕç

23 апреля 2016 г.

Юнкун районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче пилĕк ушкăн ĕçлерĕ. Ăна Чăваш ен çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов ертсе пычĕ. Ушкăнра çавăн пекех – Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ Алексей Вязов, Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская, территорири пайĕн пуçлăхĕ Светлана Московская, Чăваш ен патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Елена Миронова. Влаç представителĕсем вырăнти хăйтытăмлăх ертÿлĕхĕпе пĕрле малтан район активĕпе, хыççăн Вăрнар хула, Санарпуç, Аçăмçырми, Калинино, Упнер, Ершепуç, Кульцав ял тăрăхĕсенче халăхпа тĕл пулчĕç.

Социаллă пулăшу

Вулакансене кăçалтан социаллă пулăшăвăн хăш-пĕр мерисемпе тивĕçтерессине адреслăхпа кирлĕлĕх принципĕсене шута илсе çирĕплетнине пĕлтернĕччĕ. Улшăнусем халăхра тĕрлĕ ыйту çуратрĕç. Çавăнпах ĕнтĕ ку темăна хальхи информаци кунĕ йĕркине кĕртнĕ.

Çĕнĕлĕхсем, чи малтанах, чăннипех те социаллă хÿтлĕх кирлĕ граждансене пулăшас тĕллевлĕ. Кăçалтан ачасен уйăхсеренхи пособийĕ, ялта пурăнакан-ĕçлекенсен коммуналлă тÿлевĕсен компенсацийĕсем, инвалидсен, тупăш сахал илекен граждансен хушма гарантийĕсемпе социаллă хавхалантарăвĕ, ĕçлекен ветерансен тÿлевĕ тĕлĕшпе улшăнусем пулчĕç.

– Ялта ĕçлесе пурăнакан специалистсен компенсаци шайлашăвне йĕркелени тĕрĕс. Унччен ав ку категорири хăш-пĕр çынсем хĕлĕн-çăвĕн теплицăсене ăшăтса тăнăшăн та квитанцисем тăратнă... – терĕ Сергей Павлов министр.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр регионсенче ачасене, йышлă çемьесене паракан социаллă тиеврен вуçех хăтăлнă. Сергей Павлов: «Пирĕн республика социаллă мĕнпур яваплăха пурнăçлать. 42 пулăшу тĕсĕ валли кăçал бюджетра 5 млрд ытла тенкĕ пăхнă».

Пирĕн районта ку çулхи пĕрремĕш кварталта социаллă хавхалантару мерисемпе тивĕçтерме 40533,63 пин тенкĕ янă. Социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă 10493 çын пулăшу илет.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина пĕлтернĕ тăрăх, районта Чăваш ен Пуçлăхĕн Указĕпе «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята 1271 çын илнĕ. Пĕтĕмпе районта 4722 ĕç ветеранĕ пурăнать. Регионти уйăхсеренхи укçа тÿлевне 3179 ĕç ветеранĕ илсе тăрать. Кăçалхи улшăну хыççăн ĕçлекен 358 ветерана компенсаци тÿлеме пăрахнă. Ку – ветерансен пĕтĕмĕшле хисепĕн 7,6 проценчĕ кăна.

Çÿп-çаппа кĕрешесси

Юр ирĕлсе пĕтрĕ те тĕнче умне каллех халăх культурăсăрлăхĕн ÿкерчĕкĕ тухса выртрĕ. Предприяти-организацире тимлекенсем çÿп-çаппа кĕрешме тÿрех тухрĕç.

Шел те, нумай çынран çакă ун тивĕçĕ марри тенине илтме пулать. Çакнашкаллисем тавралăха варалаççĕ те ĕнтĕ, ăçта килнĕ унта çÿп-çап куписем йĕркелеççĕ.

– Халăхпа ытларах ĕçлемелле. Хытă каяшсене кирлĕ-кирлĕ мар çĕре кăларса пăрахни саккуна хирĕçлине ăнлантармалла, вĕсене экологи кунĕсене хастартарах хутшăнтармалла, – палăртрĕ Сергей Павлов.

Министр республикăра ку енĕпе пурнăçланакан ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал Канашра, Çĕмĕрлере, Улатăрта ТБО полигонĕсем пулассине, çитес çултан çÿп-çапа уйăрмасăр тăкма юрамассине палăртрĕ.

Вăрнарсем енĕпе те ÿпкев пулчĕ унăн. «Хăш-пĕр çĕртре çÿп-çап таврана ытла та илемсĕрлетет», – терĕ вăл. Поселокăн леш вĕçĕнче вырнаçнă çÿп-çап вырăнне, тен, уçсан лайăхрах пулассине палăртрĕ: «Çул хĕррипе Кив  Мĕлĕш тăваткалĕ таранах тăкнă хытă каяшсем тавралăх сăнне пăсаççĕ çеç мар, çутçанталăка та сиен кÿреççĕ».

Районта май уйăхĕн 11-мĕшĕччен санитарипе экологи уйăхлăхĕ пырать. Республика Пĕтĕм Раççейри «Пурăн, вăрман», «Симĕс çуркунне» акцисене хутшăнать.

Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская та хушса каларĕ: «Çăлкуçсемпе çăлсене те йĕркене кĕртмелле. ,çсем нумай. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен çирĕп пулмалла çеç мар, ырă тĕслĕх те кăтартмалла».

Çутă уявччен

Аслă Çĕнтерÿ кунĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çавăнпа та паян мероприятисен планĕнчен палăксемпе обелисксене, вĕсен территорийĕсене йĕркене кĕртессине те кăлармалла мар. Паллах, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене пысăк тимлĕх уйăрмалла. Хамăр районта вĕсем 45-ĕн кăна тăрса юлнă, чылайăшĕ килтен тухса çÿреймеççĕ. «Çавăнпа та вĕсене пурăннă вырăна çитсе саламламалла», – терĕ Сергей Владимирович.

Республикăра Çĕнтерÿ кунĕн мероприятийĕсен планĕ пуян. Ăна пирĕн районта та пысăк чыславпа ирттерме хатĕрленеççĕ. Кăçалхи митинг вăхăтĕнче вăрнарсен те «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнма май пулĕ.     

Çурхи ĕçсем

Кăçал районта акмалли пĕтĕмĕшле лаптăк 27921 гектарпа танлашмалла. Вăл шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 17881 га, çĕрулми 561,5 га, пахчаçимĕç 15 га çинче çитĕнĕ. «Минераллă удобренисене кирлин 95 процентне, дизтопливăн 80,6 процентне туяннă. Кондициллĕ вăрлăх 98 процент», – пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов.

Пĕрремĕш «кайăксем» пур ĕнтĕ. «Мураты» хуçалăхра ытларикун çуртрисене 50 га акнă. Кăçал аграрисем умне çирĕп задачăсем лартнă – ака лаптăкне чакармалла мар, пушă выртакан çĕрсене ытларах çаврăнăша кĕртмелле.

Çул, сĕт пирки

Ялсенче хальхинче те сĕт хакĕн ыйтăвне çивĕч хускатрĕç. Сергей Павлов министр кăçал сĕт производстви валли субсидисем ытларах уйăрассине пĕлтерчĕ. Килĕсенче 3–4-шар ĕне усракансене хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелеме сĕнчĕ. Çапла туни уйрăм хуçалăх тытакансене стаж çине те, субсидисем илесси çине те лайăх витĕм кÿнине палăртрĕ.

Юлашки çулсенче муниципаллă пĕлтерĕшлĕ çулсем çĕмĕрĕлсе пĕтни информаци ушкăнĕн ертÿçине те пăшăрхантарать. Сергей Павлов ку тĕллевлĕ укçана урăх нуша çине ярассинчен сыхланса çул-йĕр фончĕ туса хума шутланине тĕрĕс тесе палăртать. Ун сăмахĕпе, пирĕн республикăра уйăрнă укçана тĕллевлех усă курнă, анчах та çак утăм ку сферăна тата та çирĕпрех асăрхама май парĕ.

Вячеслав Горбунов пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнтерÿ кунĕччен поселокри К.Маркс тата Советски урамĕсенчи шăтăк-путăксем хупланмалла. Хирпуç – Çĕрпел, Мăн Явăш енчи çулсем пысăк юсав кĕтеççĕ. 2016 çулта районти трассăсене йĕркене кĕртме 39 млн тенкĕ уйăрнă.

Пĕрлехи информаци кунĕнче çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕ, граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси (кун çинчен тĕплĕнрех – çитес номерсенче), тата ытти пирки калаçрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика