Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ тÿремĕнче пулать

23 апреля 2016 г.

Çу уйăхĕ çывхарать. Çур чечекĕпе пĕрле ку вăхăтра шухăша канăçсăрлантараканĕ – Аслă Çĕнтерÿ уявĕ. Май уйăхĕн 9-мĕшне, ахăртнех, никам та чун-чĕрине хускатмасăр ирттереймест. Тăван çĕршыв хуралçин – Олег Никитинăн патриотла туйăмĕ малтан пограничниксен ячĕпе хыпса тухнă, юлташĕсемпе канашланăран малалла аталаннă, анлăрах уçланкăра тĕвĕленнĕ. Пуçаруçăсем Вăрнарта Тăван çĕршывшăн пурнăçа та шеллемен хуралçи-сыхлавçисене ĕмĕр асăнмалăх часовня – часавай туса лартасшăн.

Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе тÿрем паха вырăна вăрнарсем тĕрĕс суйласа палăртнă. Хула хапхи евĕрлĕ вокзал, чукун çул станцийĕ... Фашистла хаяр тăшмана тĕп тума ентешĕмĕрсем çакăнтан ăсаннă, киле таврăнма пÿрнисене çакăнта кĕтсе илсе йышăннă. Синкерпе телей, хурлăхпа савăнăç куççулĕ Вăрнар анлăшне çакăнтан юхнă. Халăх кунçулне-шăпине палăртмалăх кунсенче çакăнти палăксен ытамне пухăнатпăр. Вăрнар районĕнчен (пĕр тапхăрта уйрăлса пĕрлешнĕ Нурăс енчипе – Калинино районĕнчипе пĕрле) вăрçа кунтан 11.526 çын тухса кайнă. Чукун çул станцийĕпе вокзалĕ асра хăварнă самантсем куç умне тухаççĕ.

Вăрçăн чи пирвайхи кунĕсем. Иван Андриановпа савнийĕ ыранхи туя хатĕрленнĕччĕ, анчах чечеклĕ шилĕк урлă хăрушă чан çапать. Салтак Крымшăн, Симферопольшĕн çапăçса пуçне хурать. Кольцовка харăсах вуникĕ сатур ывăлне çапăçăва ăсатать. Парти чăваш обкомĕ 500 коммуниста фронтра политбоец пулма мобилизациленĕ, çав шутра Вăрнартан вунтăваттăн: парти райкомĕн инструкторĕ Иван Семенович Конков, комсомол райкомĕн заведующийĕ Алексей Николаевич Беляев, Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕн военрукĕ Софрон Иванович Алгашев, колхозниксем, рабочисем... Вăрçăн виççĕмĕш эрнинче чукун çул станцинчен фронта 4100 центнер тырă ăсатнă (ку ĕçе маларах хутшăннисем – Мăн Явăш, Тăвальушкăнь Ялтăра, Услапа, Çавалкас колхозĕсем). Вăрçă çулĕсенче МТСсемпе колхозсем 21.500 гектар тырă акса тунă, «Чăваш комсомолĕ» бронепоезд, «Чăваш колхозникĕ» танк колонни тума укçа хывнă. Фосфорит завочĕ СССР Совнаркомĕпе оборона заказне пурнăçласа 1941 çулта термит, 1942 çулта карбюризатор туса кăларнă. Ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿсемшĕн района 1944 çулта виçĕ хутчен Оборона госкомитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавĕпе наградăланă, укçан премиленĕ. Комсомол райкомĕ пĕрре 1943 çулта, тепре 1944-мĕшĕнче ВЛКСМ Тĕп комитечĕн Хĕрлĕ Ялавне тивĕçнĕ. Çапла, районăн тĕп хапхи умĕнче савăнăçлă, чаплă митингсем те пĕрре мар пулса иртнĕ...

Çĕнтерÿ уявне мĕнле кăмăлпа тухатпăр; Польшăра пĕтĕм талккăшĕпе совет салтакĕсен палăкĕсене сирпĕтеççĕ. Ирĕклĕхшĕн 600 пин боецне çухатнă Совет çарне çапла тав тăвасшăн... Кÿршĕллĕ Украинăра фашистсем пуç çĕклерĕç – тулĕк Раççее ылханса элеклесе вăрçăнаççĕ. Çĕршывăмăра тавраллах НАТО хуптĕрлерĕ.

Гитлерла фашизма тĕп тума çапăçса пуç хунисем пирĕн районтан 5.961 çын. Йышлăн катăлчĕç пулин те, хальлĕхе вĕсен пурăнакан ывăлĕ-хĕрĕсем пур. 11.526 ентешĕмĕр – вăрçăри çĕнтерÿçĕсем. Вĕсен ачи-пăчисем – хуçалăха хăват кÿрсе çĕкленĕ çĕнтерÿçĕсем. Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте çавсем хывнă никĕс çинче тытăнкаласа тăратпăр. Эппин, май уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăрçă ачисен колонни те пулма кирлĕ. Пограничниксем, «афганецсем», «чеченецсем», «чернобылецсем» хăйсен колоннине пĕрлешме пултараççĕ. «Вилĕмсĕр полкра» ачасем ашшĕ-амăшĕсемпе çумăн пыни аван. Шкулта, çак çур уйăхра, ман шутпа, мĕнпур уроксене – физикăпа математика таранах – Çĕнтерÿ темисемпе çыхăнтарма пулать. Тепĕр сăмах: уявра пĕтĕмĕшпе Çĕнтерÿ ялавĕ – 71 çул каялла Берлинта хăпартса çакнă ялавăн тĕслĕхĕ çÿлерехре хуçалантăр.

Патриотла воспитани пирки калаçма халь ирĕк пур темелле. Анчах тĕслĕхпе, тĕрĕслĕхпе витермен сăмахран усси çук, сиенĕ вара – куçкĕрет. О.Л.Никитин, акă, тĕллĕ-тĕллевлĕ ĕçе кÿлĕнме пуçару тунă. Пархатарлă тĕслĕх. Часавай проекчĕ хатĕр (сăнÿкерчĕке пăхăр). Паллах, сăваплă çак пысăк мар çурта çĕклеме укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Çавăнпа ятарлă счет уçнă.

Михаил ВАСИЛЬЕВ.

Ыркăмăллăх çÿпçине куçармалли счет:

Никитин Олег Леонидович 40817810311070010521.

Чувашский РФ АО «Россельхозбанк» г.Чебоксары

БИК 049706752, к/с 30101810600000000752.

Юридици сăпатĕнчисем валли:

№ 40703810900001015496 АКБ «Чувашкредитпромбанк» ПАО

428000, Россия, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Московский проспект, д.3

ИНН 2129007126, КПП 213001001, ОГРН1022100000064

БИК 049706725, Корсчет № 30101810200000000725.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика