23 апреля 2016 г.
Вăрнар районĕн 1-мĕш участокри миравай судйи тÿлевсем тĕлĕшпе мушенникла ĕç тунăшăн приговор кăларнă.
Яваплăх çинчен асăрхаттарнă пулин те И., 2014 çулхи декабрь уйăхĕнчен тытăнса 2015 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕччен Пенси фондĕнчен социаллă пенсие саккунсăр майпа илсе тăнă, вăрланă укçан пĕтĕмĕшле сумми 63 пин те 123 тенкĕпе танлашнă. Унăн тÿлеве чарса лартасси пирки тÿрех районти управленине пĕлтермелле пулнă.
Суд И. айăплă тесе йышăннă, ăна 160 сехет обязательнăй майпа ĕçлесе юсанма айăплав палăртнă.
Алексей ВЛАДИМИРОВ,
район прокурорĕн заместителĕ юстици советникĕ.