20 апреля 2016 г.
Вăрнар район судне К. тĕлĕшпе уголовлă ĕç çитернĕ.
К. кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнче, ÿсĕрскер, Вăрнарти Пролетарски тăкăрлăкра лавккаран таврăнакан ватă хĕрарăма хуса çитсе çаратнă. М.-не вăл пĕр аллипе сăмсине хупланă, юр çине йăвантарнă, ун апат-çимĕç тултарнă сумккине, укçа енчĕкне туртса илнĕ. Çапла хĕрарăма 600 тенкĕлĕх тăкак кăтартнă. Преступление уçса пама полици ĕçченĕсене урамра вырнаçтарнă видеоасăрхав камерисем те пулăшнă. К. унччен те суд тенкелĕ çине темиçе хут ларнă, йĕплĕ карта леш енне те лекнĕ.
Сергей СТЕПАНОВ,
полицин «Вурнарский» пайĕн следстви уйрăмĕн
пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ юстици майорĕ.