20 апреля 2016 г.
Çанталăк ăшăтнăçем урамсенче велосипедпа ярăнакансене ытларах та ытларах курма май килет. Уйрăмах ачасем чылай. Анчах ун управлăхĕ çинчен манман-и?
Иртнĕ эрнере Чăваш енре велосипедсем çухалнă çичĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Маларахри çулсенче кунашкал фактсем хамăр районта та темиçе те пулнăччĕ. Çавна май полицин «Вурнарский» пайĕ икĕ урапаллă транспорт хатĕрĕсене вăрлассинчен сыхă пулма ыйтать.
Велосипедсене хваттерте е гаражра тытмалла. Обществăлла вырăнта хăварма тивет-тĕк, ăна яланах шанчăклă та çирĕп çăрапа çаклатмалла. Уйрăлман наклейкăсем çыпăçтарсан, сигнализаци вырнаçтарсан аван.
Нумай чухне велосипедсем çуртсем, лавккасем е ытти вырăнта асăрхавсăр лартса хăварнипе «ураланаççĕ». Ачăрсене управлăха вĕрентĕр, хуçасăр техникăна кукăр алăллисем хăвăрт куç хывма пултарнине ăнлантарăр.
Тимлĕ пулăр, вăрăсенчен сыхланăр!
Эльвира ТАТАРОВА,
полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисемпе тимлекен аслă инспекторĕ.