16 апреля 2016 г.
Чăваш Патшалăх Канашĕн 37-мĕш сессийĕнче правительствăн 2015 çулхи ĕç-хĕлĕ пирки Михаил Игнатьев тунă отчет пирки «Единая Россия» партин Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçин Леонид Черкесовăн шухăшĕ%
– Пессимистла прогнозсем тăваççĕ пулин те, Чăваш енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика тăрăмĕ тăнăçлă. Унсăр пуçне, нумай енпе тата отрасльпе эпир лайăх аталанатпăр. Темиçе тĕслĕх.
Агропромышленность секторĕнче ăна патшалăх енчен пулăшассине сыхласа хăвартăмăр çеç мар, ÿстертĕмĕр те. Пĕлтĕр кăна ку тĕллевпе 2,8 млрд тенкĕ уйăрнă, 2014 çулхинчен 15,4 процент ытларах. Çакă аграрисене 50 ытла инвестици проектне пурнăçлама, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, аш-какай, сĕт, çĕрулми туса илессине ÿстерме май пачĕ. Шупашкар хула ертÿлĕхĕ йĕркелÿ енĕпе чылай пулăшать. Эпир ял хуçалăх ярмăрккисем йĕркелетпĕр, çĕр ĕçченĕсене хăйсен продукцине сутма тÿлевсĕр майсем туса паратпăр.
Промышленность енĕпе Чăваш ен инновацилле аталанакан Раççейри пилĕк регион йышне кĕчĕ. «Инновацилле ĕç-хĕл» индекспа Раççей рейтингĕнче пĕрремĕш йĕркене йышăнчĕ. Пилĕк çул каялла 35-мĕш вырăнтаччĕ.
«Единая Россия» парти проекчĕпе ача сачĕсенче 22,2 пин ытла хушма вырăн уçма май килнĕ. Халĕ шкулсен строительстви патне куçрăмăр. Планра – 32 çĕнĕ шкул çĕклесси тата 66 шкулта тĕплĕ юсав ирттересси.
Парти проекчĕпех юлашки çулсенче 50 ытла спорт сооруженийĕ çĕкленĕ. Республикăри халăхăн 40 процентне спортпа туслашма майсем туса панă.
Пĕтĕмĕшле экономика лару-тăрăвĕ пире те пырса тивет. Проблемăсем пур, эпир вĕсене пытармастпăр. Апла пулин те республика бюджетĕнче социаллă ыйтусем валли пăхнă обязательствăсем пурнăçланаççĕ.
Муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн председателĕ пулнă май, районсем тăрăх нумай çÿретĕп, улшăнусене чылай асăрхатăп. Ырри сахал мар. Анчах та республикăра пурăнакан кашни çын цивилизаци ырлăхĕпе ытларах усă куртăр тесе шутлатăп. Шупашкарта эпир чылай ĕç тунă. Çак опыта кашни районта, Чăваш енĕн кашни кĕтесĕнче сармалла. Пур çĕртре те хăтлăх, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ, пĕлÿ илесси çумра пулччăр.
Кусем пушă ĕмĕтсем мар, чăн-чăн плансем. Эпир мĕн тумаллине пĕлетпĕр. Эпир ăна пурнăçлатпăр.