16 апреля 2016 г.
Вăрнар район прокуратури район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнче тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра çитменлĕх тупса палăртнă. Вăл çамрăк специалист тĕлĕшпе, РФ ,ç кодексне пăснипе, çыхăннă.
Çамрăка, аслă шкул пĕтернĕскере, диплом илнĕ хыççăн ниçта та ĕçлеменскере, пай пуçлăхĕн хушăвĕпе тĕп специалист-эксперт должноçне йышăннă.
Пуçлăх РФ Ĕç кодексĕн 70-мĕш статьяри требованисене пăсса ăна виçĕ уйăхлăх тĕрĕслев тапхăрне палăртнă. Тĕрĕссипе, кодекспа килĕшÿллĕн, патшалăх аккредитациллĕ вĕрентÿ программисемпе аслă пĕлÿ илнĕ тата аслă шкула пĕтернĕренпе çулталăк хушшинче пуçласа ĕçе вырнаçакан çамрăка тĕрĕслев вăхăтне палăртма юрамасть.
Вăхăт иртнĕçемĕн çамрăкпа, çак тапхăра тивĕçлипе тухман тесе, ĕç килĕшĕвне татнă. Ку та кодекса хирĕçле пулса тухнă.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн строительство тата ЖКХ пайĕн пуçлăхне административлă штрафланă. Суд йышăнăвĕпе çамрăк специалиста каялла ĕçе тавăрнă.
Лариса СПИРИДОНОВА,
район прокурорĕн помощникĕ
юстици кĕçĕн советникĕ.